-
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Медицинский портал
 
На главную | RSS новости | Карта сайта | Контакты
Врачи Чувашии
ЛПУ Чувашии
Медицинские услуги
Административные организации
Медицинские ассоциации
Образовательные учреждения
Высокотехнологичная медицинская помощь
Телемедицина и информационные технологии
Законодательство
Медицинское страхование
Диспансеризация
Материнство и детство
Донорство
В помощь инвалидам
Анонимное лечение
Наука в медицине
Аптеки Чувашии
Лаборатории
Ветеринария
Энциклопедии
Полезные ссылки
Специализированные медиа
Видео-сайты Рунета
События - АРХИВ
Вакансии
Закупки
Метеозависимым
Партнеры
Перейти в 'Конкурсы-архив'
Что может повлиять на рост рождаемости?







Аталану стратегийeпе тактики: ЧР Пуcлaхe Михаил Игнатьев журналистсен ыйтaвeсене хуравларe

 
Дата: с   по 

Çулталaк вeçe мар-ха та, çапах Чaваш Ен Пуçлaхeн паянхи пресс-конференцине республикaн кaçалхи eç-хeлне пeтeмлетни тата умри тeллевсене палaртни тесе хаклани йaнaш пулмасть-тeр.

Чaннипех анлa калаçу пулчe. Пресс-конференцие 33 массaллa информаци хатeрeн 73 представителe аккредитациленнe. 2 сехет те 26 минута тaсaлнa тeлпулура виçe теçеткене яхaн журналист хaйсене кaсaклантаракан ыйтусене пама eлкeрчe, хaшeсем харaсах икшер ыйту панине шута илсен Михаил Игнатьев тaватa теçеткене яхaн ыйтaва хуравларe - регионaн социаллa пурнaçпа экономика аталанaвeнчен тытaнса Михаил Васильевичaн хaйeн сывлaхe таранах. Пирeн вулакан тeпрен илсен ял çынни пулнине кура калаçaвaн яла, агропромышленноç комплексне пырса тивекен сыпaкeсемпе тeплeнрех паллаштарар.

Eç укçи кулянтарать

Чи малтанах Михаил Игнатьев кaçалхи бюджета мeнле пурнaçлани пирки пeлтерчe.Республикaра халaхaн чaн тупaшeсен кaçалхи шайe пeлтeрхипе танлаштарсан 104,5% хушaннa. Хаксен ÿсeмe 101% шайeнче. Eç укçи 7,6% пысaкланнa - кaçал уйaхри вaтам eç укçи 24 580 тенке çитe. Шалaвaн хальхи шайe тивeçтерменнине Михаил Васильевич хaй те йышaнать. Анчах вaл ÿстерес тенипе кaна пысaкланмасть-çке. "Чи малтанах eç тухaçлaхне ÿстермелле, çапла майпа кaна eç укçине хaпартма пултарaпaр", - иккeленмест вaл.

Çынсен тупaшe тенeрен, Чaваш Ен ача çуратассин кaтартaвeсем аван пулнине кура виççeмeш тата ун хыççaнхи ачасемшeн пособи тÿлекен регионсен шутeнчен тухса ÿкнeччe. Халь Раççей Президенчe демографие лайaхлатасси çинчен калакан указа улшaнусем кeртнe — республикaра та çитес çул пуçламaшeнчен асaннa категорири çемьесем пособи илме пуçлeç - 8,5-9 пин тенкe патнелле.

Çaмaллaхсем, çулсем...

Ача çуратасси чакнaшaн хaйне ÿпкеленe журналиста хуравланa май вара Михаил Игнатьев çакна обьективлa сaлтавпа, 90-мeш çулсенче сахал ача çуралнипе, сaлтавларe. Пилeк çул Чaваш Енре ача çуратасси ÿссе пынa, кaçал вара чакать. Çитес çул та, ун хыççaн та, шел, сахалрах пулe. "Никам та укçашaн кaна ача çуратмасть, - терe кун пирки Михаил Васильевич. - Анчах ача пурри çемьене чухaна ан кaлартaр - пирeн çак тeллевпе пeтeмпех тумалла".

Ватaсене "вaрça ачи" статус парса пулaшасси пирки сaмах пуçарнa май регион ертÿçи "вaрça ачисене" пулaшмаллине хирeçлемест, анчах çeршыв бюджечe хальлeхе çакнашкал статус туса хума хатeр мар. Саккун йышaнма пулать, анчах aна укçапа тивeçтереймесен мeн усси?

Çулсем пирки те калаçу пулчe. Республика 36 регион шутeнче федерацин "Хaрушлaхсaр тата паха çулсем" программине хутшaнма пултарнине Михаил Васильевич пысaк aнaçу тесех хакларe. Çак программа — темиçе çуллaх.

Çeнe проектсем АПКна вaй парeç

Ял хуçалaх продукцийeн сутлaх хакe пирки каланa май Михаил Игнатьев çeр улмин хакe кaçал хресченшeн аваннине çирeплетрe. Тeш тырa тeлeшпе вара eç-пуç урaхларах: "Eççи пуçлансанах хак лайaхчe. Кайран вара чакма пуçларe — 25% таранах. Чи паха сортлa çaнaхaн тонни 16,5 пин тенкeччe, халь 12,5 пин шайeнче". Çак условисенче патшалaх хресчене пулaшассине упраса хaварни пысaк пeлтерeшлe.

Отрасльте çeнe проектсем пурри савaнтарать. "Eтeрнесeт" çeнe завод хута яниех мeне тaрать. Талaкра 200 тонна сeт тирпейлеме пултарать — халь ун валли сeт çитменни те сисeнет-мeн. Саратов инвесторeсем Шупашкарти сeт заводне, пeр вaхaт eçлеменскере, 1 миллиард тенкeрен кая мар инвестици хываççe. Унта вaрах упранакан стерилизациленe продукци туса кaларeç.

Виктор Вексельбергaн теплица тумалли проекчe те пурнaçланать. Çулталaкра 19 пин тонна пахча çимeç çитeнтермелeх теплица 2020 çулта тулли хaватпа eçлесе каймалла, продукцие республика тулашне те aсатeç. Итали бизнесeн Сeнтeрвaрри районeнче тума палaртнa теплици пирки те манман. Китаецсен агропаркне йeркеленe. Ун валли Пaрачкав тата Улатaр районeсенче усa курман çeр лаптaкeсем çителeклe. Китай представителeсем аш-какай, сeт енeпе eçлесшeн.

Хaмла шaпи те пaшaрхантарать. Федераци шайeнче нумай çул ÿсекен культурaсене, çав шутра виноградпа пeрлех хaмла та, çитeнтерессине аталантарамалли йышaну пур, анчах Раççей Правительстви пeтeм ыйтaва татса паман-ха.

"Таса шыв" программа пурнaçланайманшaн пaшaрханакан журналиста та Михаил Васильевич тулли хурав пачe. Федераци шайeнчи çав программaпа республикaн кaнтaр енчи районeсене eçмелли таса шывпа тивeçтермелле пулнa. Шел те, eçсене вeçлеймен, программaна хупнa. Çавна май республика влаçeсем eçсене малалла тaсма Мускавран пулaшу ыйтаççe. Темиçе районти ялсене пaрaхсем тaсма тивсен шыв йÿнe пулмасси паллa, çавна май унашкал шыв халaха кирлe-и - иккeленÿллe. Çак самантсене шута илсе eçлемелле.

Чирлe тени — аташу!

Пресс-конференцире Михаил Васильевича тÿрремeнех хaйне пырса тивекен ыйтусем те янaрарeç. РФ Президенчe юлашки вaхaтра чылай кeпeрнаттaра улaштарни пирки сaмах пуçарнa май вaл татaклaн каларe: "Манaн Владимир Путин Президент, республикaра пурaнакансен енчен шанaç пур. ЧР Пуçлaхeн должноçeнче eçлемелли вaхaт пур — шанaçа тÿрре кaларас тeллевпе пaтeмпех тума тaрaшaп. Митингсенче кaшкaрашакансем вара — уйрaм çынсем. Эпe вeсемпе те калаçу сeтелe хушшине ларма хатeр".

Хайхи шанaç темин тaсaмe те пулчe: "Ман пирки хурласа калакансем — куншaн укçа илекен уйрaм политиксем. Тата — хaш-пeр журналист, ку вeсен тÿрe кaмaллaхeнчен килет. Мана вара тÿрe кaмaллa пулма воспитани парса çитeнтернe. Эпe çак тарана çитсе никама та ултламан, куç умeнче — апла, çурaм хыçeнче тепeр майлa калаçасси маншaн йaлара мар".

Михаил Васильевич сывa пурнaç йaли-йeркипе те туслa:

— Эпe Правительство членeсемпе кашни эрнере икe хут 1,5-2 сехет тренировкaсем ирттеретeп. Волейбол, футбол, хоккей... Владимир Путин Президент коньки çине тaни мeн чухлe ачана хавхалантарчe пуль! Эпe те коньки тaхaнтaм — вaтaр çул тaманччe. Çавaнпа та журналистсен командине пирeнпе хоккейла выляса тупaшма чeнетeп. 

 

 

Николай КОНОВАЛОВ. CAP.RU порталти сaн ÿкерчeксем.

Источник: "Хыпар"

Первоисточник: http://hypar.ru/cv/atalanu-strategiyepe-taktiki-chr-puclahe-mihail-ignatev-zhurnalistsen-yytavesene-huravlare

Яндекс.Метрика