-
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Медицинский портал
 
На главную | RSS новости | Карта сайта | Контакты

Инвалидсен кунне халалласа "cавра сeтел" иртрe

 
Дата: с   по 

Чaваш Ен Пуçлaхe чÿк уйaхeн 29-мeшeнче ачасен реабилитаци центрeнче инвалидсен кунне халалланa «Эпир — тeрлeрен, çапах та пeрле» «çавра сeтеле» хутшaнчe.

Регион ертÿçи Михаил Игнатьев, РФ Патшалaх Думин депутачe Николай Малов, ЧР eçлев тата социаллa хÿтлeх министрe Сергей Димитриев, Чaваш Республикин прокурорe Василий Пословский чи малтанах социаллa учрежденин адаптаци тата сиплев физкультурин залeсемпе,театр студийeпе, сусaр ачасен пултарулaх eçeсен куравeпе паллашрeç.

«Çавра сeтел» хушшинчи калаçу пуçаруллa иртрe. Унта сÿтсе явнa тeп ыйту — инвалидсене патшалaх пулaшaвeпе тивeçтернисeр пуçне обществaна вeсен ыйтaвeсем тeлeшпе тимлeрех пулмашкaн асилтерсси, сусaрсен пурнaç пахалaхне лайaхлатмашкaн тaрaшасси, пурте усa курма пултаракан хутлaха вeсемшeн меллeрех тaвасси. Ку енeпе республикaра тимлe eçлеççe пулин те кaмaла пaсакан тeслeх çав-çавах çук мар: спорт сооруженийeсене е ытти хaшпeр учреждение пырса çÿремешкeн, автобус-троллейбуса лармашкaн, кÿмеллe сусaрсене нумай хваттерлe çурта тухса кeмешкeн кансeр тата ытти те.

«Çавра сeтел» хушшине пухaннисем eçлe калаçaва вeçленe май чылай çитменлeхе пeрлехи вaйпа сирме пултарнине палaртрeç: кашни çыннaн кулленхи пурнaçра хевтесeрсем тeлeшпе тимлeрех пулмалла кaна.

Яндекс.Метрика