-
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Медицинский портал
 
На главную | RSS новости | Карта сайта | Контакты
Врачи Чувашии
ЛПУ Чувашии
Медицинские услуги
Административные организации
Медицинские ассоциации
Образовательные учреждения
Высокотехнологичная медицинская помощь
Телемедицина и информационные технологии
Законодательство
Медицинское страхование
Диспансеризация
Материнство и детство
Донорство
В помощь инвалидам
Анонимное лечение
Наука в медицине
Аптеки Чувашии
Лаборатории
Ветеринария
Энциклопедии
Полезные ссылки
Специализированные медиа
Видео-сайты Рунета
События - АРХИВ
Вакансии
Закупки
Метеозависимым
Партнеры
Перейти в 'Конкурсы-архив'
Какой способ записи к врачу Вы используете чаще других?









Умра - капмар cурт: ялта ceнe ФАП уcaлнa

 
Дата: с   по 

Хeрлe Чутай районeнчи Кивe Атикассинче тата Вырaсушкaньте пурaнакансем Çeнe çул уявe умeн хаклa та сумлa парнене тивeçрeç: раштав уйaхeн 11-мeшeнче кунта ФАПaн çeнe йышши çурчe хута кайнa ятпа пысaк уяв иртрe. Савaнaçлa мероприятие ЧР сывлaх сыхлавeн министрeн заместителe Светлана Ананьева, ЧР Патшалaх Канашeн депутачe — Чaвашпотребсоюз обществин канашeн председателe Валерий Павлов, район администрацийeн пуçлaхeн заместителe Игорь Живоев тата ыттисем хутшaнчeç.

«Чaваш Ен Пуçлaхe пуçарнипе 2013 çултанпа 145 ФАП туса лартнa. Фельшерпа акушер пункчeсенчен республикaра кашни тaваттaмeшне çeнетнe тeк, Хeрлe Чутай районeнче — кашни иккeмeшне. Ял çыннисем кунта сипленмешкeн çеç мар, сывлaха упрамашкaн кирлe канашсене тивeçме çÿрессе те шанатaп»,— терe Светлана Ивановна ял çыннисене саламласа.

Кивe Атикассинче ФАП уçaлнипе аслa aру çыннисем уйрaмах кaмaллa. «Кунашкал хaйне ятaн сиплев çурчe çинчен шухaшлама та пултарайман эпир, — тет 76 çулти Ольга Яковлева. — Кивви аякра вырнаçнaччe, унти условисем те чаплах марччe. Çeнe йышши ФАП ял варринче пулни ватти-вeттишeн те, вaйпиттишeн те меллe. Урам алaкне уçсанах капмар çурт ума тухса тaнине кура чылайччен илемeпе киленетeп».

Сaмах май, районти 20 фельдшерпа акушер пунктeнчен 9-шe — модульли, киввисене тeпрен юсанa. Çитес икe çулта тепeр 2 ФАП тума палaртнa.

Сиплев учрежденийeсене кадрпа тивeçтерес енeпе Шупашкарти медицина колледжeнче çамрaксене тeллевлeн вeрентмелли килeшÿ тaрaх кaçал Хeрлe Чутай хутлaхeнчи сиплев учрежденийeсенче виçe фельдшер eçлеме пуçланa.

Источник: medicin.cap

Яндекс.Метрика