-
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Медицинский портал
 
На главную | RSS новости | Карта сайта | Контакты

Аякка каймec, вырaнтах сипленec

 
Дата: с   по 

Чaваш Енри ялсенче пурaнакансене медицина пулaшaвeпе хaйсем тeпленнe вырaнта тивeçтерме май паракан инфратытaм чaннипех пуян: килти хуçалaхсенчен тата фельдшерпа акушер пункчeсенчен тытaнса район больницисем, республикaри клиникaсен мобильлe поликлиникисем таранах.

Хeрлe Чутай район больницин тeп тухтaрe Иван Игнатьев çирeплетнe тaрaх, сиплев учрежденийeн пурлaх никeсe çулленех тeрекленсе пырать. Кадрсене çирeплетес енeпе те витeмлe мерaсем йышaнаççe.

«Земство тухтaрe» программaпа килeшÿллeн 2013 çултанпа район больницине 17 врач eçлеме килнe, вeсенчен чылайaшe Хeрлe Чутай тaрaхeнчех юлнa. Унсaр пуçне профессин аслa тата вaтам пeлeвe паракан пeлÿ заведенийeсенче çамрaксене тeллевлeн хатeрлеççe.  Апла пулин те aста специалистсем çав-çавах çитмеççe, уйрaмах ансaр профильлисем. Çакна шута илсе, халaха медицинaпа санитарин ятарлa тата пахалaхлa пулaшaвeпе хaйсем пурaнакан вырaнта вaхaтра тивeçтерес тeллевпе ЧР Сывлaх сыхлавeн министерстви «Мобильлe поликлиника» программaна eçе кeртнe. Унпа килeшÿллeн сиплевeн республикaри тата тeп хулари ертсе пыракан клиникисен квалификациллe тухтaрeсенчен йeркеленe бригада палaртнa график тaрaх районсене тухса каять.

Раштав уйaхeн 11-мeшeнче мобильлe поликлиникaн специалисчeсем — кардиолог, офтальмолог, уролог — Хeрлe Чутай районeн больницинче 52 пациента йышaнчeç. Вeсенчен 9-шне Шупашкарти клиникaсенче консультаци илмешкeн яма палaртрeç. Унсaр пуçне медицина учрежденийeн сиплевçисем те вeсен меслетлeх пулaшaвне тивeçрeç.

источник: http://medicin.cap.ru/news/2017/12/13/ayakka-kajme%C3%A7-virantah-siplene%C3%A7

Яндекс.Метрика