-
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Медицинский портал
 
На главную | RSS новости | Карта сайта | Контакты
Врачи Чувашии
ЛПУ Чувашии
Медицинские услуги
Административные организации
Медицинские ассоциации
Образовательные учреждения
Высокотехнологичная медицинская помощь
Телемедицина и информационные технологии
Законодательство
Медицинское страхование
Диспансеризация
Материнство и детство
Донорство
В помощь инвалидам
Анонимное лечение
Наука в медицине
Аптеки Чувашии
Лаборатории
Ветеринария
Энциклопедии
Полезные ссылки
Специализированные медиа
Видео-сайты Рунета
События - АРХИВ
Вакансии
Закупки
Метеозависимым
Партнеры
Перейти в 'Конкурсы-архив'
Хотели бы Вы консультироваться с врачом через интернет?








Хули пысaках мар та, cемйи пысaк…

 
Дата: с   по 

Çав каç Туркменистана, Армение, Грузие, Беларуçпа Украинaна тата ытти çeршыва та «çитсе куртaмaр», çармaс, ирçе, белорус, акaлчан, грузин, чaваш ташшисене курса савaнтaмaр, тутар, чaваш, эрмен, туркмен тата ытти халaх юррисене итлесе килентeмeр.

Ку çеç-и? Çeнe Шупашкарта пурaнакан тeрлe халaх йaли-йeркипе, культурипе, хaйне евeрлeхeпе паллашрaмaр. Сaмахaм Çeнe Шупашкарти «Химик» культура керменeнче иртнe «Çeнe Шупашкар — халaхсен тата культурaсен пeрлeхeн хули» фестиваль пирки. Унта химиксен хулинчи тeрлe наци кaна мар, кÿршeллe çармaссем те, Патaрьел районeнчи Шaхачри «Умарина» фольклор ушкaнe те хутшaнчe. Фестивальте кулинари, ал eçeсен куравeсене йeркеленe. Пухaннисем фойере вырaс халaх тумeсен выставкипе те хапaлласах паллашрeç. Çeнe Шупашкарсене ЧР сывлaх сыхлавeн министрe Владимир Викторов, ЧР Патшалaх Канашeн депутачeсем Вячеслав Рафинов, Сергей Михеев, Юрий Зорин, Чaваш Енри хeрарaмсен союзeн председателe Алевтина Федорова, союзaн Ыр кaмaллaх фончeн попечительсен канашeн председателe Лариса Игнатьева, Çeнe Шупашкар хулин пуçлaхeпе Олег Матвеевпа хула администрацийeн пуçлaхe Ольга Чепрасова саламларeç. Лариса Игнатьева палaртнa тaрaх, пeлтерeшлe çак мероприяти халaхсен туслaхне, хaватне кaтартать. Владимир Викторов хaйeн сaмахeнче Чaваш Республикинче, çав шутра Çeнe Шупашкарта та, нумай наци çынни килeштерсе пурaннине асaнчe. «Хaй вaхaтeнче хитре çак хулана çeклеме строительсемпе энергетиксем тeрлe облаçран килнe. Паянхи кунчченех туслa вeсем. Çак тапхaрта кунта чылай ырa йaла-йeрке йaл илнe», — терe министр.

Алина МАКАРОВА, Çeнe Шупашкарти 44-мeш ача садeнчи воспитательница:

— Хeрeм «Химик» культура керменeнчи «Узоры» ушкaна ташлама çÿремен тeк ку уяв пирки пeлместeм те. Настя тeрлe наци ташшисене ташлать. Кун пек фестивале вaл пeлтeр те хутшaннaччe. Мероприяти çав тери интереслe иртет, ахальтен мар паян та халaх çав тери йышлa пухaннa, пурин валли ларма вырaн та çитмест. Пирeн хулара тeрлe наци çынни пурaнни питe лайaх паллах. Пeр-пeринпе килeштеретпeр эпир, пeр-пeрне хисеплеме вeренсе пыратпaр, ыттисене пaхса аталанатпaр. Ара, кашниех хaйeн йaли-йeрки, культури-çке…

Роза ВЛАСОВА. Cap.ru порталти сaн укерчeк.

газета "Хыпар"

Яндекс.Метрика