-
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
Медицинский портал
 
На главную | RSS новости | Карта сайта | Контакты

Чaваш Енре урологсем cитмеcce

 
Дата: с   по 

Паян иртнe Министрсен Кабинечeн ларaвeнче «Сывлaх сыхлавeн аталанaвe» программaна та тишкерчeç. Унaн пeлтeрхи кaтартaвeсемпе сывлaх сыхлавeн министрeн тивeçeсене пурнaçлакан Алексей Кизилов паллаштарчe.

Программaна пурнaçласа тунa eçeн тeп кaтартaвeсен шутeнче — республикaра çынсен пурнaçeн вaтам тaршшe ÿссе пыни. Юлашки вунa çулта 5 çул хушaннa, 72,73 çула çитнe. Президент палaртнa тeллевсен шутeнче вара — 30-мeш çул тeлне пурнaç тaршшeпе «80 плюс» шайне тухасси. Юлашки вунa çулта Чaваш Енре çынсем вилесси 14% ытла чакнине, усал шыçaсене, ытти чире пула çынсем вилессине чакарма пултарнине тeпе хурсан — парaнтарайми чикe мар.

Апла пулин те республика ертÿçи Михаил Игнатьев çынсен сывлaхне упрас тeлeшпе тата та çине тaрса eçлемелине палaртрe. Çав шутра — ачасем. Чaваш Енре паян шкул ачисен 12% ытлашши виçеллe иккен. 

Тепeр тесен çитeннисем пирки те манмалла мар. Михаил Васильевич паян республикaри çемьесен 19% ача çуратайманнине пaшaрханса палaртрe — кашни пиллeкмeш çемье ачасaр. Çакaнта арçынсен сывлaхe хавшаккин витeмe пысaк. Хeрарaмсемпе специалистсем eçлеççe-ха, арçынсем валли вара урологсем çитмеççe — Сывлaх сыхлавeн министерствин çак самантсене шута илмелле. 

Николай КОНОВАЛОВ.

газета "Хыпар"

Яндекс.Метрика