Пресс-центр

Медпулaшу чaрмавсaр пултaр

Чaваш Республикин Обязательнaй медицина страхованийeн территори фондне обязательнaй медицина страхованийeн полисeпе тÿлевсeр медицина пулaшaвeпе усa курассипе çыхaннa ыйту нумай килет. Çав шутра - «хeрÿ лини» телефонeпе те. Обязательнaй медицина страхованийeн полисe мeнле майсем кÿрет, çак полиспа ытти регионти сиплев учрежденийeсенче е республика тулашeнчен килекенсен кунта медицина пулaшaвe ыйтма юрать-и, федерацин 2010 çулхи ноябрeн 29-мeшeнче «Раççей Федерацийeнчи обязательнaй медицина страхованийe çинчен» йышaннa 326-ФЗ / саккунe вaя кeнe май ОМС тытaмeнче мeн улшaнчe? Çак тата ытти ыйтaва фондaн eç тaвакан директорeн тивeçeсене пурнaçлакан Людмила ДАНИЛОВА хуравлать.

- Чи малтанах çакна каласшaн: йышaннa саккун тeллевe - граждансен тÿлевсeр медицина пулaшaвe илмелли майeсен, унпа пурте пeрешкел усa курма пултарассин гарантийeсене çирeплетесси, - терe Людмила Павловна. - Халe eçе кeртекен модельпе килeшÿллeн ОМС тытaмeнче тeп вырaнта - страхланa гражданин, aна кÿнe медпулaшу пахалaхe. ОМС системинче нимeнле кисренÿ те, кeтменлeх те пулмe, улшaнусем ерипен вaя кeрeç: Сывлaх сыхлавне çeнетмелли программaпа килeшÿллeн пурлaхпа техника бази çeнелe, сывлaх сыхлавeнче информатизацие анлa çул пама, медицина пулaшaвне федераци стандарчeсемпе килeшÿллeн кÿресси çине куçма палaртнa.

Унсaр пуçне обязательнaй медицина страхованийeн тарифeсемпе eçлеме килeшекен тата медицина eç-хeлне тытса пымалли право пур пулсан кирек хaш медицина организацийe те тытaмра eçлеме пултарать. Çeнe саккунра сывлaх сыхлавeн учрежденийeсене çак системaна ирeк парса мар, хaйсем пeлтернипе кeртмелли йeркене çирeплетнe. Обязательнaй медицина страхованийeн сферинче eçлекен медицина организацийeсен реестрне кeресси çинчен калакан пeлтернине Чaваш Республикин ОМС территори фондне 2011 çулхи сентябрeн 1-мeшeччен пама пулать. Çапла тусан норма докуменчeсемпе çирeплетнe правилaсемпе 2012 çултан ОМСaн территори программине хутшaнма пулe.

Саккун йышaниччен лару-тaру çапларахчe: обязательнaй медицина страхованийeн тытaмeнче страхланa çын чылай чух страхлакан компани ятне те ас туман, унпа мeнле eçлемеллине те пeлмен. Саккунра вара страхланa гражданин страхлакан медицина организацине суйласа илме пултарассине палaртнa /2011 çулччен гражданиншaн çак суйлава eç паракан тунa/.

Страхлакан медицина организацийeсем, тивeçлe реестрсене кeртнe медицина организацийeсем çинчен калакан информацие Чaваш Республикин Обязательнaй медицина страхованийeн территори фончeн официаллa сайтне вырнаçтараççe.

Сaмах май, саккунра страхлакан организацисен кÿнe медпулaшaва тeрeслесе тaмалли прависене чылай уçaмлaрах палaртнa. Паянхи пекех вeсен малашне те хaйсен клиенчeпе кашни тапхaртах пулмалла, aна сипленин пахалaхне сaнаса пымалла. Тeслeхрен, çын больницaна полиспа килет, унран вара тÿлевсeр тивeçтермелли пулaшу eçeсемшeн укçа ыйтаççe. Кун пек чухне çыннaн хaйeн страхлакан компанине шaнкaравламалла, лару-тaрaва тeпчеме ыйтмалла. Страховщикeн унaн прависене хÿтeлемелле - «адвокат» вырaнeнче пулмалла.

Маларах страхланнa медицина организацине çын календарь çулталaкeнче пeр хут ноябрeн 1-мeшeнчен кая юлмасaр улaштарать. Çийeнчен çакaн пирки уйрaммaн асaрхаттарасшaн: енчен те страхланa çын страхлакан медицина организацине суйласа илесси /улaштарасси/ çинчен заявлени паман тaк кунашкал çынна вaл маларах страхланнa медицина организацийe страхланa шутланать.

Пeрлехи тeслeхлe полиссене кaçалхи майaн 1-мeшeнчен тытaнса 2014 çулхи январeн 1-мeшeччен ерипен eçе кeртсе пырeç. Вeсене чи малтанах тин çуралнисене, вaл е ку сaлтавпа маларах ОМС полисне илменнисене, çавaн пекех хушамат, ят улaштарсан, территорире гражданин маларах страхланнa компани çук чухне урaх вырaна пурaнма куçсан параççe.

Маларах панa полиссем виçe çул хушши вaйра пулаççe. Çав шутра - вaйра тaмалли вaхaчe 2010 çулхи декабрeн 31-мeшeнче е 2011 çулхи январeн 1-мeшeнче вeçленекеннисем те. Медицина организацийeсем çавнашкал полислa граждансене медицина пулaшaвe памашкaн хирeçлеме пултараймаççe.

Урaхла каласан гражданин паян хaйeн аллинчи ОМС полисeпе медицина пулaшaвe илме пултарать, унaн çак полиса улaштармалла мар.

Çакна та палaртам: обязательнaй медицина страхованийeн страховани медицина полисe Раççей Федерацийeн пeтeм территорийeнче вaйра тaрать.

Раççей Федерацийeн алaра ОМС полисe /кивви е çeнни/ пур кашни гражданинe страховани территорийeн тулашeнчи сывлaх сыхлавeн учрежденине кайсан ОМС укçин шучeпе тÿлевсeр медицина пулaшaвe илме пултарать. Кÿнe медицина пулaшaвeшeн пeр-пeрне тÿлессипе çыхaннa eçе территорисен ОМС фончeсем пурнaçлаççe.

Енчен те гражданин хaйeн прависене, çав шутра медицина учрежденине суйласа илмелли ирeкне пaснипе тeл пулсан унaн чи малтанах сывлaх сыхлавeн учрежденийeн ертÿçисемпе калаçмалла. Кунашкал ыйтусене ытларах чух больница шайeнчех татса параççe. Татса параймасан хaйне страхланa страхлакан компанирен е Чaваш Республикин Обязательнaй медицина страхованийeн территори фондeнчен пулaшу ыйтмалла. Вeсемпе çыхaнмалли телефон номерeсене медицина учрежденийeсен стенчeсем çинче, Чaваш Республикин Обязательнaй медицина страхованийeн территори фончeн официаллa сайтeнче тупма пулать.

Унсaр пуçне Чaваш Республикин Обязательнaй медицина страхованийeн территори фондeнче «хeрÿ лини» телефонне йeркеленe - /8352/ 63-29-46. Унпа шaнкaравласа граждансем хaйсен обязательнaй медицина страхованийeпе çыхaннa прависем çинчен ыйтса пeлме пултараççe, специалистсем кашни саманта тeплeн aнлантарeç.



21 апреля 2011
16:31
Распечатать
Поделиться