Пресс-центр

ЙЫВACСЕМ ПАПКА КAЛАРСАН

Йывaçсен тулса пыракан папкисем - питe паха сиплe чeр тавар. Çуркунне вeсенче сaмалаллa, бальзамлa, биологи тeлeшeнчен активлa япаласем пухaнаççe.

Тирек çaвe

Тасатнa /рафинированное/ 1 стакан хeвел çаврaнaш çaвне хура тирекeн /черный тополь/ вeтетнe 2 апат кашaкe чeрe папкине ярса шыв мунчинче 2 сехет вeрилентермелле. Илсен 2 эрне лартмалла, сaрaхтармалла, тeпeнчине пaрса юхтармалла. Çaва сивeтмeшре упрамалла.

ц Хырaмлaх язви аптратсан тирек çaвне кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах 2-шер чей кашaкe eçмелле. Сиплев - 2 эрне, çак вaхaтра диетaна пaхaнмалла.

- Подагра, ревматизм, артрит чухне ыратакан вырaна тирек çaвне кaштах сeрсе çавра хусканусемпе 3-5 минут массаж тумалла, унтан мамaкпа, компресс хучeпе е çÿхе полиэтиленпа витсе çaм шарфпа çыхмалла. Компреса 3-4 сехет тытмалла е çаплах çeр каçмалла. Сиплев курсe - ыратни иртичченех.

ц Простатитпа чирлесен пeтeрнe марльaна тирек çaвeпе йeпетсе тÿрe пырша 3-4 сехете чикмелле е каçхине çывaрма выртас умeн тирек çaвeпе микроклизма лартмалла. Сывлaх лайaхланичченех сипленмелле.

ц Тута, чeчe вeçe, кутана шaтaкeн умe çуркалансан ыратакан вырaна кунне 1-2 хут тирек çaвe сeрмелле. Ÿт иличченех сипленмелле.

Хурaн çaвe

Хурaнaн чeрe папкине 1 стакан илсе 400 грамм тaварсaр услам çупа хутaштармалла, сивeнсе пыракан кaмакара е вeри мар духовкaра 8-10 сехет тытмалла, сaрaхтармалла. Çaва сивeтмeшре упрамалла.

- Бронхит, ÿпке шыççи аптратсан aшaтнa 1 стакан хурaн çaвне 1 апат кашaкe нашатырь спирчe ярса пaтратмалла. Çак хутaшпа кaкaра, çурaма сaтaрмалла. Унтан 4-5 сехете aшa япалапа чeркенмелле, килтен тухмалла мар. Ÿслeк иртичченех сипленмелле.

- Сыпa ревматизмeнчен сипленме aшaтнa 1 стакан хурaн çaвне 1 апат кашaкe камфора ярса лайaх пaтратмалла. Çак хутaшпа каçхине çывaрма выртас умeн ыратакан сыпaсене сaтaрмалла, aшa япалапа çыхмалла. Сиплев - ыратни иртиччен.

Сирень çaвe

Тасатнa хeвел çаврaнaш çaвне стаканaн иккe-виççeмeш пайe илсе сиренeн вeтетнe 3 апат кашaкe чeрe папкипе хутaштармалла, шыв мунчине лартса çур сехет вeрилентермелле. Унтан 3-4 кун лартмалла та сaрaхтармалла, тeпeнчине пaрса юхтармалла. Çaва сивeтмeшре упрамалла.

- Ишиас, ревматизм, артрит, невралги аптратсан ыратакан вырaна кунсерен сирень çaвeпе сaтaрмалла, тÿрех çaм тутaрпа е шарфпа çыхмалла. Сиплев - ыратни иртиччен.

- Мaй остеохондрозe, подагра нушалантарать-и? Ыратакан вырaна кaштах çу сeрсе çавра хусканусемпе ÿт хeреличченех сaтaрмалла. Çак тeле компресс хучeпе витмелле, çиелтен мамaк хумалла, бинтпа çирeплетмелле. Сиплев - ыратни лaпланичченех. Çак вaхaтра рационра какайпа тaвар виçине чакармалла.

- Çaпан тухсан сиенленнe ÿте кaштах сирень çaвe сeрмелле, çÿхе полиэтиленпа витмелле, бинтпа çыхмалла. Çак çыхха кунне 2 хут улaштармалла, çaпан шaтса юхичченех сипленмелле. Унтан йeри-таврари ÿте спиртпа е прополис настойкипе сaтaрмалла та типe çыхa хумалла.

Aвaс çaвe

Çур стакан тасатнa хeвел çаврaнaш çaвне aвaсaн /осина/ вeтетнe 1 стакан чeрe папкипе хутaштармалла. 2-3 эрнерен сaрaхтармалла, тeпeнчине пaрса юхтармалла. Çaва сивeтмeшре упрамалла.

- Трофика язви аптратсан сурана марганцовкaн кeрен шeвекeпе е фурацилинпа, е эмел курaкeн чечекeн шeвекeпе /тин вeренe 1 стакан шыва - 1 апат кашaкe чечек/ çумалла, стерильлe бинтпа типeтсе /сaтaрса мар/ илмелле. Унтан кeсене aвaс çaвe кaштах сeрмелле, пeр сий бинтпа витмелле, сывлaш кeртекен çыхaпа çирeплетмелле. Çыхха кашни кун улaштармалла. Сиплев - кeсене ÿт иличчен.

- Геморрой тeввисене каçхине çывaрма выртас умeн aвaс çaвe сeрмелле е вeсем çине çак çура йeпетнe бинт хумалла.



21 апреля 2011
16:34
Распечатать
Поделиться