Пресс-центр

ЫРАТНИНЧЕН - ПЫЛ МАССАЖE

Чeр куççисем ыратсан пылпа массаж туни çaмaллaх кÿрет. Ку меслет ансат. Утиялпа витeнсе выртмалла, ыратакан сыпaсем çине вeри грелка хурса 15-20 минут тытмалла. Унтан лармалла та икe пÿрнепе aшaтнa пыла илсе сыпaсене çемçен сaтaрса сeрмелле.

Пыл сaрхaнса кeрсен, пÿрнесем ÿт çумне çыпaçма пуçласан татах пыл илсе массаж тумалла. 15-20 минут сaтaрмалла. Çак вaхaтра ÿте пыл сeрсех тaмалла.

Процедура хыççaн 3-4 сий хутлатнa марльaна сыпaсем çине пылне шaлса илмесeрех хумалла, сыпaсене aша япалапа чeркемелле, aшa тaхaнмалла. 2-3 сехетрен марльaна илме юрать, ÿте aшa шывпа çумалла. Сиплев - 10 сеанс. Малтанхи виçe кунра процедурaна куллен тумалла, малалла - кун сиктерсе. Кирлe пулсан икe эрнерен тепeр сиплев курсe ирттерме юрать.



21 апреля 2011
16:35
Распечатать
Поделиться