Пресс-центр

АХAЛТАТСА КУЛАР-И, CЫН ТEЛEНСЕ ТAТAР-И?

“Сывлaха упрама кунне 15-20 хутчен кулмалла, пeтeмeшле 10 минута яхaн”, – çирeплетеççe aсчахсем. Ахaлтатса кулнa самантра зарядка тунa чухнехинчен ытларах мышца хускалать иккен. Çaвар туллин “ха-ха-ха” тесе сывласа кaларни ÿпкепе вар-хырaм органeсене массаж тунипех танлашать. Хаваслa кулa, ырa кaмaл-туйaм – тeрлe чир-чeре хирeç тaма пулaшакан хaйне евeр профилактика.

Сывa ача савaнaçлa, унaн сaн-питeнче – йaл кулa. Кaкaр пепкин сывлaхне палaртнa чухне те чи малтан çакна шута илеççe. Вaл хaйне мeнлерех туйнине урaхла майпа пeлтереймест-çке. Пeчeкскерне мeн те пулин канaçсaрлантарнa чух унaн сaнeнче те тунсaх палaрать. Açта тунсaх унта чир теççe.

Америка aсчахeсем больницaри ачасене кулaшла мультфильмсем кaтартма, амaшeсене интереслe историсем, юмахсем вуласа пама сeннe. Çав сеанссем хыççaн вeсем хaйсене чылай лайaхрах туйма пуçланa, çакa юн анализeсенче те палaрнa. Шведсем те нумай чиртен сыватнa чухне кулa терапийeпе усa кураççe. Пысaк куçлaх, пластмасс “сaмса” тaхaннa медсестрасем чирлисене тeрлe комикс, кулaшла теттесем валеçсе параççe. Айболит тухтaр евeр тумланнa клоун кашнин патне çитме, хaйeн шÿчeсемпе вeсен кaмaлне çeклеме васкать. Кaлтaртатса кулнa ачасем хaвaртрах сывалнине пeрре кaна мар курса савaннa вeсем.

Чирлe çын патне хуйхaллa сaнпа кeме, хaвaр пaшaрханaва кaтартма юрамасть. Амaшeн кулли те ачашaн чи лайaх эмел шутланать. Çавaнпа унпа ытларах шÿтлeр, путишле историсем аса илeр.

Кирек епле эмел пекех ытлашши виçесeр (калaпaр, чарaнмасaр 15-30 минута яхaн) ахaлтатни ывaнтарма, ытлашши хeрÿлентерсе яма пултарать. Калори нумай çухалнипе организм вaйсaрланас хaрушлaх та сиксе тухать.

Кaлтaртатса кулма чарни те, куççуле тытса тaни пекех, хaй вaхaтне кeтекен мина евeр. Вaл кирек хaш вaхaтра та “çурaлса” кайма, пeр-пeр чир пуçарса яма пултарать. Шaл витeр ихeлтетни е тутана хуплани те йeркеллe сывлама кансeрлет, ÿпке кирлe пек вeртереймест, çавaнпа организма кислород çитмест. Çавaнпа никама та çaвар туллин ахaлтатса, сасaпа кулнaшaн вaрçмалла мар, çав вaхaтра тутана хуплаттарни сиенлине те асра тытмалла.

Апат сахал çиекен, начаркка ачасене те ытларах култарма сeнеççe. (Ятарласа кaтaкласа мар паллах). Хавхаланса кайнa çыннaн аппетит центрeсем те “чeрeлсе” пыраççe. Унччен кашaка вaйпа çaвара чиктернe ача та апат ыйтма пуçлать.



22 апреля 2011
17:02
Распечатать
Поделиться