Пресс-центр

Пулaшу витeмлe пултaр

Чaваш Республикин Сывлaх сыхлавeпе социаллa аталану министерстви Канашра “Чaваш Республикинче медицинaпа санитари енчен пeрремeш пулaшу парассине йeркелесси: çивeч ыйтусем, вeсене татса памалли çул-йeр” ыйтупа республикaри сывлaх учрежденийeсенче eçлекенсен конференцине ирттерчe. Унaн eçне Чaваш Республикин Президенчe Михаил Игнатьев хутшaнчe.

“Паянхи мероприяти конференци-канашлу кaна мар, республикaри сывлaх хуралçисен кунe те пулса тaтaр”, - палaртрe тeл пулaва уçнa май ЧР сывлaх сыхлавeпе социаллa аталану министрe Венера Муллина. Нумаях пулмасть вaл Чaваш Енри медицина eçченeсен делегацийeпе пeрле Мускавра ирттернe Пeтeм Раççейри форумран таврaннa. Çак форумра çeр-шывра халaх сывлaхне упрас енeпе тунa eçсене пeтeмлетнe, çeнe тeллевсем палaртнa. Раççей Президенчe Д.Медведев, Правительство пуçлaхe В.Путин, çавaн пекех республикaсен ертÿçисем сывлaх учрежденийeсенче медицинaри çeнeлeхсем вырaн тупчaр, вeсем халaхaн пурнaçне лайaхлатма тата вaрaмлатма пулaшчaр тесе нумай тaрaшаççe.

“Сывлaх” приоритетлa наци проекчe “çула тухнaранпа” пирeн республикaра ырa улшaну сахал мар пулнa. Çакна кашни çын уçaмлaн курса тaрать. Халaх сывлaхне малалла лайaхлатса пырас eçре патшалaх енчен витeмлe пулaшни, шурa халатлисем хaйсен тивeçeсене яваплaха туйса пурнaçа кeртме тытaнни куç кeретех. Ку Чaваш Енре пурaнакансен вaтам eмeрeн кaтартaвe ÿснинчен те /паян 68, 98 çулпа танлашать/ лайaх курaнать. Ку енeпе пирeн республика - федерацин Атaлçи округeнчи 14 регион хушшинче улттaмeш вырaнта. Çавaн пекех ачасем çуралассин шайe те малтанхи вaхaтринчен ÿснe. Акa 2010 çулта кашни 1000 çын пуçне 12, 7 пепке çуралнa /ÿсeм - 23, 3]/. Пeлтeрхи кaтартусене тeпе хурса çынсем вилесси виçeм çулхинчен 3, 4] чакнa. /Раççейре те, Атaлçи округeнче те чи лайaх кaтарту/. Çут тeнчене килекен ачасемпе çамрaк амaшeсем вилнипе çыхaннa тeслeхсем пулманпа пeрех.

Чaваш Республикин сывлaх сыхлавeпе социаллa аталану министрe Венера Муллина тата министерствaн тeп гинеколог-акушерe, Президентaн перинаталь центрeн тeп врачe Алла Самойлова хaйсен сaмахeсенче ыррипе, лайaххипе çыхaннa eç-хeл çинче чылай чарaнса тaчeç пулин те, çапах та тeп калаçу халaх сывлaхне сыхлассине паянхи вaхaт ыйтнa пек йeркелесси тавра пычe. Наци проектне тата та вaйлaрах сулaм парас тeллевпе Чaваш Енре сывлaх сыхлавне 2011-2012 çулсенче модернизацилемелли программа туса хатeрленe. Ку халaха медицинaпа санитари енчен малтанхи пулaшу парассине çeнe шая çeклеме кирлe. Программaпа килeшÿллeн республикaра икe çулта тата 5 фельдшерпа акушер пункчe, пeтeмeшле практика тухтaрeн 21 уйрaмe, 6 сывлaх центрe т. ыт. те уçaлмалла. Сыватмaш çурчeсене тeпрен юсаса çeнетме 812 миллион, хальхи хатeрсем туянма 1 миллиард та 395 миллион тенкe укçа уйaраççe. Чи кирли, сывлaх хуралçисен кaмaл-туйaмне çeклентерекенни - çывaх вaхaтрах вeсен eç укçине ÿстерме палaртни. Паллах, çакaн хыççaн сывлaх учрежденийeсенче кадрсем çитменнипе çыхaннa ыйту кун йeркинчен тухса ÿкме тивeç. Хальлeхе мeн куратпaр-ха? Республикaри амбулатори-поликлиника тытaмeнче лайaх специалистсем çителeксeр, çавна пула пeр врач пурнaçлакан eç калaпaшe темиçе хут та ÿсет. Кунашкал лару-тaрура тивeçлe медицина пулaшaвe парасси çинчен сaмах та пулма пултараймасть.

Чaваш Республикин Президенчe Михаил Игнатьев ку ыйтaва куçран вeçертменни, республика тaрaх eçлe çул çÿревсене кайсан сыватмaшсене кeрсе тухни, вeсенче вaй хуракансен eç-хeлeпе кaсaклансах тaни пeлтерeшлe. Михаил Васильевич конференцире тÿрех сaмах илмерe, тухса калаçакансен, залра ларакансен сaмахeсене итленe хыççaн тин трибуна умне тухрe. Вaл малтанах тaван республика 2010 çулта социаллa пурнaçпа экономикaна аталантарас енeпе мeнле eçлесе пыни çинче чарaнса тaчe. Чaн та, кaтартусем тата та пысaкрах пулма пултарнa. Президент шухaшeпе хальлeхе пур çeрте те eçшeн яваплaха туйса тaрaшни палaрмасть-ха. Вaл сывлaх хуралçисене те чыслa тивeçе тeрeс aнланса eçлеме, çынсене хaйсен пархатарлa тeслeхeпе хавхалантарса пыма чeнчe. «Сирeн сывa пурнaç йeркине тытса пымалла, пирус туртассине, сиенлe ытти йaлана сивлемелле, - терe Президент. - Республикaри 18 пин тухтaртан 7 проценчe кaна физкультурaпа тата спортпа туслa пулнине лайaх теме çук». Михаил Васильевич, медицина кадрeсем çитменнипе çыхaннa ыйтусене татса парас енeпе тимлeрех eçлемеллине асaрхаттарнa май, федерацин «Ялaн 2012 çулчченхи социаллa аталанaвe» тeллевлe программи пурри çинчен аса илтерчe. Унпа килeшÿллeн ялта тeпленекен çамрaк специалистсене, çав шутра врачсемпе медсестрасене те, çурт-йeр çавaрма патшалaх укçа-тенкeпе пулaшать.

Республика ертÿçи чирлe çынсем сыватмaша пырсан черетре нумай ларнине, врачсене хaйсен тeп eçeнчен уйaрса хут нумай çырма тивнине сивлерe, паянхи кун йышaнaва хaçан пымаллине килтен телефонпа шaнкaравласах ыйтса пeлме май туса пани ку енeпе малтан пулнa йeркесeрлeхе пeтерме пулaшассине палaртрe.



25 апреля 2011
21:28
Распечатать
Поделиться