Пресс-центр

Полис кaтартaр

"РФ обязательнaй медицина страхованийe çинчен" саккун вaя кeчe. Çакaнпа пeрле мeн улшaнчe-ха? Медицина пулaшaвe кирлe пациент мeн тивeçме пултарать?

Сывлaх сыхлавне модернизацилемелли программaпа медицина учрежденийeсен пурлaхпа техника базине çирeплетеççe, сывлaх сыхлавне информатизацилеççe, федераллa стандартсемпе медицина пулaшaвe парасси çине куçаççe. Унсaр пуçне хуть те мeнле медицина организацийe те, обязательнaй медицина страхованийeн тарифeсемпе eçлеме килeшекенскер тата медицина eç-хeлeпе eçлеме ирeк пурри, ку тытaмра тимлеме пултарать.

Саккун йышaниччен обязательнaй медицина страхованийeн тытaмeнче страхланнa граждан страховани компанийeн ятне те пeлмен. Хальхи саккунпа çын хaйeн ирeкeпе тухтaра, медицина тата страховани организацине суйласа илме пултарать.

Саккунпа пахалaхлa медицина пулaшaвe парассине тeрeслесси страховани организацийeсен правинче пулмаллине палaртнa. Тeслeхрен, çын больницaна полиспа пырать, анчах унран вара тÿлевсeрех пама тивeç пулaшусемшeн укçа ыйтаççe-тeк, вaл лару-тaрaва уçaмлатас тeллевпе страховани компанине шaнкaравлама пултарать. Страхлакан "адвокат" вырaнeнче пулса пациентaн правине хÿтeлеме тивeç.

Саккунпа килeшÿллeн, пeрлехи тeслeхлe полиссене майeпен пурнaçа кeртме тытaнeç: кaçалхи майaн 1-мeшeнчен тытaнса 2014 çулхи январeн 1-мeшeччен. Вeсене чaн малтанах тин кaна çут тeнчене килнe пепкесене, ку е вaл сaлтавпа унччен полис илменнисене пама тытaнаççe. Унччен панa полиссем, енчен те вeсемпе усa курасси 2010 çулхи декабрeн 31-мeшeнче е кaçалхи январeн 1-мeшeнче срокран тухнa пулсан, виçe çул хушшинче вaйра тaрeç. Медицина организацийeсен кун пек полиссемлe граждансене пулaшу парассине хирeçлемелле мар. Паян граждансем хaйсен аллинчи полиссемпе медицина пулaшaвe илеççe. Полиссене улaштармалла мар. Раççей Федерацийeнчи кашни гражданин, алaра обязательнaй медицина страхованийeн полисe (кивви е çeнни) пулсан, çак страховани территорийeнче те тÿлевсeрех врачран пулaшу илеет.

Енчен те çын хaйeн прависене пaснa тeслeхпе тeл пулсан, çав йышра медицина учрежденине суйламаллипе те, унaн чaн малтанах больница е поликлиника ертÿçи патне каймалла. Чылай хирeçeве тÿрех татса параççe. Кун пек те тeрeслeх тупаймасан страховани компанийeнчен пулaшу ыйтмалла. Вeсемпе çыхaнмалли телефон номерeсене медицина учрежденийeсен стенчeсем çинче тупма пулать.Унсaр пуçне ЧР обязательнaй медицина страхованийeн территори фончe «вeри лини»             (8352) 63-29-46       йeркеленe, унпа граждансем хaйсен прависем пирки тивeçлe aнлантару илееççe.

Медицина страхованийeн организацине гражданин çулталaкра пeр хутчен, ноябрeн 1-мeшeнчен кая юлмасaр, улaштарма пултарать.



27 апреля 2011
13:33
Распечатать
Поделиться