Пресс-центр

СИВEРЕН, ШЫВРАН ХAРАМАСТЬ, ХEВЕЛ CУТИНЕ ЧAТАЙМАСТЬ

Туберкулез – ерекен инфекци чирe. Вaл этемeн пур органне те сиен кÿме пултарать. Aна пуçарса яраканe – Кох патакки (aна микроскоппа кaна курма пулать). Организма ытларах чух сывлав органeсемпе лексе ÿпкере аталанать.

Виççeмeш пин çуллaхра та туберкулез алхасма чарaнаймасть-ха. Çулленех тeнчери 8 миллион çын унпа чирлет. Пeтeм тeнчери сывлaх сыхлавeн организацийe пeлтернe тaрaх, 1, 5 милиард çын çак ифекцие çаклатнa, паян 20 миллион ытла çын чирлет, aна пула çулленех 3 миллион çын çут тeнчерен вaхaтсaр уйрaлса каять. Чaваш Енре те, пeтeм Раççейри пекех, лару-тaру чаплах мар. Ахальтен мар пулe кашни çуркуннех туберкулеза хирeç кeрешмелли “Шурa чечек” акци йeркелеççe.

Мeнле ерет?

Кох патакки чирлe çынран е чeр чунран, сайра хутра кайaксенчен ерет, ытларах чух – сывлaш урлa. Чирлe çын ÿсeрнe чухне микробсем 2 метр, сунасланa чухне 9 метр таран сарaлаççe. Кох патакки спиртран, кислотаран, сивeрен, шывран пачах хaрамасть, нÿрe, хeвел кeмен вырaнта уйрaмах хaвaрт аталанать. Шывра, çeрте, тeттeм пÿлeмре çулталaк, стенапа япаласем çинче темиçешер уйaх пурaнаять. 25 градус таран сивeре – 7 çула яхaн.

Кох патакки апат-çимeç урлa та лекет. Туберкулезпа чирлe выльaх какайне, чaх çaмартине лайaх пeçерсе çитермесен, eне сeтне вeретмесeр eçсен те ерет.

Чирлe çын сaмса тутрипе, савaт-сапипе усa курма юраманнине манмалла мар, кeнекисемпе усa курсан, теттисемпе вылясан та, ал тытнипе, чуп тунипе те çак инфекцие çаклатма пулать.

Мeнле хaратмалла?

Кох патакки хeвелтен тeлeнмелле хaрать, ун çутинче 1-2 сехетренех вилет. Кaшт кaна вeретсен те пeтет. Çeр çине, урайне сурнa сурчaкра вара темччен упранать, типсе тусанпа йaтaнать, сывлaшпа сывa çын организмне лекет. Çак инфекцие çаклатнa пeр çын çулталaкне 20 çынна чирлеттерме пултарать.

Кам çумне çыпaçать?

Виçe çула çитмен ачасен çак инфекцие çаклатас хaрушлaх пысaкрах. Ку чир çирeпленсе çитмен тата иммунитечe хавшанa, япaх апатланакан, тaтaш тарaхакан, эрех-сaрапа туслa, пирус туртакан, уça сывлaшра сахал çÿрекен, япaх условисенче пурaнакан çынсене хaвaртрах парaнтарать.

Тÿрех палaрать-и?

Хaрушa микроб организма лекнине тÿрех асaрхама çук. Çакна Манту лартса палaртаççe. 15 çултан иртнисене флюорографи меслечeпе те тeрeслеççe.

Кох патакки организма лексе аталанма пуçланa тапхaрта чылайaшe хaйне йeркеллех туять. Вaл тÿрех мар, кайран, çын сывлaхне хавшатма пуçласан кaна палaрать.

Ача хaвaрт ывaннине, тaтaш чирлеме, апат сахалрах çиме пуçланине, ыттисенчен юлса аталаннине, ÿсменнине, ÿт хушма пaрахнине, хaвaрт тарaхнине туятaр-и? Сисчeвленме сaлтав пур. Çын вaй чакнине, апат анманнине, кaкaр тeлeнче ыратнине, йeпе ÿслeк 2-3 эрне таранах канaçсaрлантарнине, каçхине вaйлa тарланине систерсен пeр тaхтаса тaмасaр туберкулезран сыватакан тухтaр (фтизиатр) патне илсе каймалла.

Сыхланма çaмaлрах

Каварлa чирпе кeрешме çaмaл мар, сыхланма чылай ансатрах. Хaшe-пeри юнлa сурчaк тухма пуçласан кaна тухтaр патне çул тытать, кун пек чух вeсен 6 уйaх таран е ытларах сипленме тивет.

Çирeп организмра Кох патаккисем аталанаймeç. Çавaнпа спортпа туслашма, сывa пурнaç йeркине пaхaнма тaрaшaр. Хaвaр пурaнакан çурта, пÿлeме, шкулти класа тaтaшрах уçaлтарaр. Уроксем хыççaн уça сывлaшра ытларах çÿрeр.

Наталия Ястребова, Шупашкар хулин штатра тaман тeп фтизиопедиатрe, туберкулезпа кeрешекен республика диспансерeн уйрaм заведующийe.



28 апреля 2011
18:35
Распечатать
Поделиться