Пресс-центр

КУCА КУРAНМАCCE, ЧИР-ЧEРПЕ КEРЕШМЕ ПУЛAШАCCE

Авитаминоз тенине илтмен çын çук пулe. Организмра витаминсем çителeксeррипе, вeсене кирлe пек йышaнайманнипе пулакан чире çапла калаççe. Çуркунне, пахча çимeçпе улма-çырлара витаминсем сахалланса юлнa вaхaтра, ытларах палaрать вaл.

Ватaлса алла туя тытичченех сывлaхлa пулас, хaвaра лайaх туяс тесен яланах вaхaтра тата тeрeс апатланмалла, тухтaрсен сeнeвeсене асра тытмалла. Ÿсекен организма кирлe витаминсем çителeклe лекчeр тесе уйрaмах тaрaшмалла, çавaнпа аслисен ача мeнлерех апатланнине тeрeслесех тaмалла.

Çут çанталaк “çÿпçи” тeлeнмелле пуян. Пурe 30 ытла витамин палaртаççe пулсан, вeсенчен 20-шe пирeн организма тeрлe апат-çимeçпе лекет.

А витамина илем витаминe те теççe. Вaл апат ирeлтерекен органсен eçне йeркелет, организмри юна çeнетсе тасатать, ÿте якатать, çÿçе çутатать... Ÿт типсе кушaрхать, çÿç татaлса тaкaнать, чeрнесем сийленсе хуçaлаççe-и?

А витаминпа пуян апат-çимeç – кишeр, помидор, çaмарта сарри, пeвер, сыр, сeт, пулa çaвe, тaпaрчa, услам çу, салат, шпинат, симeс пaрçа, чие çырли, апельсин, абрикос – нумайрах çимелле.

В витамин нервсем, мышцaсем хавшанинчен, ÿт кушaрханинчен е хeрелнинчен, шыçaран, пуç ыратнинчен, çÿç тaкaннинчен, ытлашши ывaннинчен сыхлать. Вaл организмра çитменни тÿрех палaрать: апат анмасть, пeвер, чeре, нерв тытaмeн чирeсем вaй илме тата юнра гемоглобин сахалланма пултарать.

Ыраш çaкaрe, çeпре, сeлe хaрпaкe, хывaх, çeр улми, тасатман рис, симeс пaрçа, фасоль, хура слива, аçтaрхан мaйaрe, сeт, пeвер, чечеклe купaста, помидор тaтaшрах çисен ку витамин çитменнине туйма тивмe.

С витамин шaнса пaсaласран, юн сахалланасран сыхлать, ÿт тeсне лайaхлатать... Тaтaш чирлени, вeчeрхенни, хaвaра япaх туйни те çак витамин çитменнине палaртать.

Витаминсен “патши” шaланпа шур çырлисенче, хура хурлaханра, лимонра, хeрлe пaрaçра, апельсинра, йÿçeтнe купaстара уйрaмах нумай. Анчах вaл çутта сисeмлe, лавккара выртсах витаминсен 80 проценчe таран çухалма пултарать.

Д витамин çитменни е çукки тÿрех палaрма тытaнать – çÿç тaкaнать, эмалe пeтнeрен шaлсем арканас, ÿкес хaрушлaх ÿсет. Вaл рахитран, юн сахалланасран, мышцaсем вaйсaрланасран сыхлать.

Ку витамин тaпaрчaпа сeтре, çура, çaмарта сарринче, çeпрере, пулaра, унaн çaвeнче, турaхра, кaмпара “пытаннa”.

Е витамин ар органeсен eçне йeркелеме пулaшать, юн тымарe-сене сарать, пeркеленчeксем тухасран сыхлать. Вaл çитмесен ÿт-тир вaхaтсaр ватaлас, вaй-хал тата aс-тaн çивeчлeхe чакас хaрушлaх ÿсет, ар органeсен eçe пaсaлать. Уйaх хушши пынa чухне те олива тата йeтeн çaвeсем, çaмарта сарри, сeт, тулa çaкaрe, симeс салат, купaста, пaрaç ытларах çисен хaвaра лайaхрах туйма пултаратaр. Е витамин çак çимeçсенче упранать.

Ф витамин тeрлe ÿт-тир чирeнчен, çaпан тухасран, экземaран сыхлать. Сурана, пиçсе кайнa вырaна хaвaртрах ÿт илме пулaшать. Асaннa витамин çитменни çÿç тaкaннин, чeрнесем вaйсaрланнин сaлтавe те пулма пултарать. Вaл мaйaрпа хeвел çаврaнaшeнче, йeтeн çaвeнче нумай.

Н витамин организмри çу ылмашaвне лайaхлатма пулaшать, çÿç вaхaтсaр кaвакарнинчен тата тaкaннинчен сыхлать. Пeверпе пÿре, çeпре, сeт, кукуруза, çaмарта сарри, помидор ытларах çисен кун пирки пaшaрханма тивмe.

К витамин пeверпе мышцaсен eçне лайaхлатма, сурана хaвaртрах тÿрленме май парать. Унсaрaн пыршaлaх, ват хaмпипе пeвер чирeсем аталанма пултараççe, юн шeвелет.

Хурaн, шaлан çырлисем, шпинат, купaста, кавaн, кишeр, симeс пaрçа, фасоль, салат, пахча кeпçи (петрушка), пeвер, сeт, çaмарта çак витаминран пуян.



28 апреля 2011
18:40
Распечатать
Поделиться