Пресс-центр

Пархатарлa ecре тaрaшаcce

Районти тeп больницaра eçлекен А.Г.Деменковaна нумай çын пeлет. Вaл — ача çуратмалли уйрaмaн акушерки. Ун пирки çавaн пек калаççe: «Ытла та аллисем çемçе-çке. Йaл кулли вара темле эмелрен те хаклaрах».

Альбина Деменкова (хeр чухнехи хушамачe Ильина) Хирти Явaш ялeнче çуралса ÿснe. Вaл, мeн пeчeкрен шурa халатлa eçчен пулма eмeтленнeскер, вaтам шкул пeтерсен Шупашкарти медицина училищине вeренме кeрет. Дипломлa çамрaк специалист 1989 çулта районти тeп больницaра ача çуратмалли уйрaмра eçлеме пикенет. Шел, çакна Альбинaн амaшe, Александра Александровна, кeтсе илеймен. Хeр 14 çулта чухне йывaр чире пула çeре кeнe. Паянхи кун та амaшeн сaмахeсене тeпе хурса пурaнать Альбина Геннадьевна. «Вeренсе диплом илме тaрaшaр. Пурнaçра лайaх çын тeлне пулaр. Ытти çынсене те ырa тума тaрaшaр», — тaтaшах пилленe вaл хaйeн хeрeсене. «Анне пилe пуç вeçeнчех тaрать», теççe ваттисем.

«Çак япала чaннипех те тeрeс. Хама килeшекен eçре тaрaшатaп. Юнашар — aнланакан тата хисеплекен мaшaр, ырa-сывa ачасем. Тата мeн кирлe-ши хeрарaма телейлe пулма;» — тет А.Деменкова.

Вaл мaшaрeпе, Евгений Вячеславовичпа, икe ачана пурнaç çулe çине кaларнa. Хeрe Катя çитес кунсенче Чaваш патшалaх университетeнчен вeренсе тухать, алла инженер-менеджер дипломне илет. Ывaлe Дима Шупашкарти çыхaну техникумeнче пeлÿ пухать.

Районти тeп больницaра асaннa уйрaмра В.А.Чаркина 30 çула яхaн eçлет. Валентина Аркадьевна, Тутарстан Республикинче çуралса ÿснeскер, мeн пeчeкренех медицина eçченe пулма eмeтленнe. Шупашкарти медицина училищинче акушера хатeрлекен уйрaмран вeренсе тухсан хeре Комсомольскине ятарлa направленипе eçлеме яраççe. Çамрaк специалиста Çeнe Каçал каччи Александр Анатольевич Чаркин куç хывать. Виçe çултан вeсем çемье çавaраççe.

Паянхи кун Чаркинсем Дубовкaра хaйсем лартнa çуртра пурaнаççe.

Вeсен ачисем те ашшe-амaшe пекех eçчен. Аслa хeрe Марина çемйипе Мускавра тeпленнe, вaл – аслa пeлÿллe специалист. Ирина та аслa вeренÿ заведенине пeтернe. Кeçeнни, Людмила, кaçал 9 класс вeçлерe.

А.Деменковaпа В.Чаркина пирки коллективра та, ял-йышра та ырa сaмахсем кaна калаççe. Чaннипех те пархатарлa eç вeсен, шурa халатлa eçченсен.

М.Илларионова.



21 июня 2011
10:19
Распечатать
Поделиться