Пресс-центр

Чир-чeртен сыхланар

Статистика кашни виççeмeш хeр-хeрарaмaн амалaх мaйeнче эрози пуррине çирeплетет. Aна гинеколог çийeнчех тупса палaртать. Нумай чухне çак чир хaйeн çинчен аса илтермест. Хaшeн-пeрин çеç юнлa шeвек тухма пултарать. Сайра-хутра ар çыхaнaвне кeнe вaхaтра ыратать. Вaл мeнрен пуçланнине татaклaн калаймaн. Хeр ача çак чирпех çуралма пултарать. Унсaр пуçне, «пиçсе çитмесeр» ар çыхaнaвне кeни, сывлaх хавшани, вырaн «aшaтакан» арçынсене тaтaш улaштарни, гормон виçи улшaнни, уйaх хушши вaхaтра килменни те витeм кÿрес хaрушлaх пур. Ар çыхaнaвe урлa куçакан инфекци амалaх мaйeнче суран хaварни те сывлaх сыхлавçисене тeлeнтермест. Сивe çанталaкра çÿхе тумланса çÿрекен те сывлaха хаклама пeлмест ахaр.

Пирeн районта çавaн пек чирлисене электрокоагуляци тата криодеструкци мелeсемпе сиплеме май пур. Операци вaхaтeнче пачах ыратмасть, суранран юн юхмасть, йeр те юлмасть. Амалaх мaйeн форми те çухалмасть.

Ас тaвaр! Гинекологран вaхaтра пулaшу ыйтни больницaна вaрах çÿресрен сыхлать. Сывлaх нимрен те хаклa.

Асaрханaр: упранакана Турa та упрать.

А.Козлова.



21 июня 2011
10:21
Распечатать
Поделиться