Пресс-центр

Коллективра та, ял-йышра та хисепре

О.А.Мунтайкина районти тeп больницaра лаборатори заведующийeнче чылай çул eçлет. Шкулта вeреннe вaхaтра хими, биологи предмечeсене куç хупмасaр шeкeлчекен хeр хaйeн тeллевeсене пурнaçласа Чулхулари медицина институтне вeренме кeрет. 1983 çулта аслa пeлÿллe специалист дипломне алла илсен районти тeп больницaра eçлеме пикенет. Вaл ертсе пыракан коллектив сипленме килнe çынсем панa анализсене вaхaтра тата пахалaхлa пурнaçлас тесе тaрaшать.

«Анализсем — çыншaн куç кeски пекех. Вeсем организмра вaл е ку чир сарaлма пикенни çинчен çирeплетеççe. Çавaнпа та врач анализ пама ятарлa направлени панине кашнийeн пурнaçламалла», — тет Ольга Александровна.

Мунтайкинсем Шурутра тeп килте пурaнаççe. Туслa мaшaр икe ача çитeнтерет. Ывaлe Саша шкула çÿрет. Пeчeк Даша кам пулассине палaртса хунa eнтe. «Ÿссе çитсен, анне пек, шурa халатлa eçчен пулатaп, чирлисене сывататaп», — тет тантaшeсене.

О.Мунтайкинана ял-йыш та, eçтешeсем те хисеплеççe, килне те канаш ыйтма пыраççe. Ахальтен мар eнтe aна район администрацийe тата больницaн тeп врачe Хисеп грамотисем парса чысланa.

М.Алексеева



21 июня 2011
10:26
Распечатать
Поделиться