Пресс-центр

Сaмахпа сиплеме пeлекен

Сывлaх хавшама тытaнсан, чир-чeр çаклансан чылай чухне медицина eçченeсенчен пулaшу ыйтма тÿр килет. "Шурa халатлисем" вара мeнле кeтсе илнинчен пациентaн сывалассин процессe мeнле пуласси палaрать. Енчен те пирeнпе aш-пиллeн калаçсан - кунта килме кaмaллa, хaр-хар пуплесен - тухса тарас шухaш çуралать. Ахальтен каламан пулe авалхи чaвашсем, "Сивe яшка сивeтмест, сивe сaмах сивeтет", - тесе.

Районти больницaн поликлиникинчи кардиологи кабинетeнче (тeп врач çумeн Л. Албутован) медицина сестринче вaй хуракан Алина Ивановна МАРТЬЯНОВАНА пур пациент та ырa енчен кaна хаклать. Эпир пынa чухне кардиологи кабинечe умeнче черетре темиçе хeрарaм ларатчeç. Шала кeриччен вeсемпе калаçма тÿр килчe. "Алина Ивановнана чaнах та Турри çак профессие суйлама хушнa пулe. Ватaсемпе калаçнa чухне тaван хeр пекех туйaнса каять, пeр сив сaмах каламасть, яланах пулaшма васкать, усaллa канашсемпе сeнÿсем парать. ¤шa сaмахпа сиплеме пeлекен теес килет ун пирки, " - çапларах пeлтерчeç пире врач-кардилог патне кeме васкакансем. Редакцие час-часах кeрсе тухакан, кардилоги кабинечeн пациенчe, тивeçлe канури Н. Поляков та Алина Ивановнана чунтан хисепленине палaртрe. Кабинета ура ярса пуссан, акa, А. Мартьянована хaйне те асaрхарaмaр, пeр арçынaнне юн пусaмне виçетчe вaл, хaй вара чeвeлти чeкеç пек пуплет. "Сирeн юн пусaмe нормaра паян, ытлашши хумханма тата пaшaрханма кaна юрамасть, хaвaра алра тытмалла, " - aнлантарать вaл тивeçлe çулсенчи пациента. Каласа хaвармалла, вaр-вар та çаврaнaçуллa Алина Ивановна физиотерапи кабинетeнче те тaрaшать. Район больницинче 1995 çултанпа медицина сестринче вaй хурса миçе çынна пулaшман-ши вaл. Халe ак, нумай пулмасть квалификацине ÿстеренкен курсран вeренсе килнe.

Палaртмалла, А. Мартьянова Карапаш ялeнчи Зоя Петровнапа Иван Ивановичaн туслa та eçчен кил-йышeнче çуралса ÿсне. Вeсем чун тeпренчeкeсене хaйсен aс-хакaлне, чун хавалeпе юратaвне парнелесе Тaван çeршыва юрaхлa çынсем çитeнтернe. Алина хeрe, ав, 16 çул район çыннисене сиплес тeлeшпе ырми-канми тимлет. Кунсaр пуçне юлашки темиçе çул eнтe Л. Албутована пур енчен те пулaшса, кирлe хутсене, хушусене вaхaтра хатeрлесе, туса пырать. Чaнах та, юратнa eçне чунтан парaннa çын тесе калас килет ун пеккисем çинчен. Эпир вара А. Мартьяновапа унaн мeнпур eçтешeсене професси уявe ячeпе саламласа ырлaх-сывлaх сунатпaр.

Е. ВЕРНОВА



21 июня 2011
10:37
Распечатать
Поделиться