Пресс-центр

Яваплa тухтaр

Вячеслав Михайлович Ейкова таврара, районeпех тесен те йaнaш мар, палламан çын та юлман пулe. Вaл райбольницaра реаниматологра, анестезиологра тaрaшать, ЭКГ кабинетeнче те eçлет. Тухтaр хaйне шанса панa пур тивeçе те яваплa пурнaçланипе палaрса тaрать.

Вячеслав Михайлович районти Тракушкaнь ялeнче çуралнa. Унaн амaшe – Елизавета Федоровна – Серенкассинчи шкулта eçленe, ашшe, Михаил Васильевич, райадминистрацинче тaрaшнa. Ывaлe Вячеслав вара ашшeпе амaшeн çулне суйламан, аслa классенче вeреннe чухне пурнaçне тухтaр eçeпе çыхaнтарма тeв тунa. Ума лартнa тeллевне пурнaçлас тесе Чaваш патшалaх университечeн медицина факультетне вeренме кeнe. Aна 1993 çулта aнaçлa вeçленe. 1994 çултан унaн eç кeнеки Хeрлe Чутайри райбольницaра çырaнма тытaннa. Паянхи кунчченех вaл район çыннисен пурнaçне çaлса хaварас, медицина пулaшaвe парас тесе ырми-канми тaрaшать.

Кунне-çeрне пeлмесeр eçлеме тивнишeн ÿпкелешмест В.М.Ейков. Кaвак шуçaмла е сeм çeрле чeнеççe-и – вaл çынна пулaшма васкать, çакa хaйeн тивeçe пулнине лайaх aнланать. "Чaн та, район тулашне тухаймастaн. Чылай çул хушши районeпе пeччен тухтaр пулнине пула йывaртарахчe, халe Етeрнери тухтaрсем дежурствaна килнипе çaмaлрах. Реанимаци уйрaмe кирлe пек йeркелемен пÿлeмсенче вырнаçнa чухне те кансeртерехчe.

Хальхи вaхaтра сиплев eçeнче çeнe меслетсемпе – лазер терапийe, юна ультрафиолет пайaркисемпе çутатни тата ытти те – усa куратпaр. Медицина пулaшaвeпе тивeçтерес пахалaха лайaхлатма малашлaхра плазмоферез валли аппаратура туянсан та питe лайaхчe", – пытармасть хaйeн шухaшне тухтaр.

Вячеслав Михайлович опытлa тухтaр кaна мар, шанчaклa çемье пуçлaхe те, телейлe ашшe те. Мaшaрeпе, Алена Станиславовнапа, икe хeр пeрчие пурнaç парнеленe. Асли, Аня, Хeрлe Чутайри вaтам шкулта 5 класс пeтернe. Вaл та, ашшeн ырa тeслeхне кура, ÿссе çитсен тухтaр пулас кaмaллa. Халe Аньaна музыка илeртет, вaл юрлас тата ташлас aсталaхне ÿстерет. Ейковсен кeçeн хeрe Катя кaçал сентябрь уйaхeнче пeрремeш хут парта хушшине ларать. Ачисем те ашшe-амaшне кура çeр-шыва юрaхлa пулаççех eнтe.

Н.Петрова



21 июня 2011
10:41
Распечатать
Поделиться