Пресс-центр

Пурнacне сиплев ecне халалланa

Райбольницaра чылай çул терапевтра тaрaшакан Галина Григорьевна Смирнова пирки пациентсем ыр сaмахпа асaннине пeрре мар илтнe эпe. Паян, шaпах Медицина eçченeн кунe умeн, пуян опыт пухнa тухтaрпа вулаканaмaра та çывaхрах паллаштарас кaмaл пур.

Галина Григорьевна 1954 çулта Тихaнушкaнь ялeнче кун çути курнa. Шкул саккипе сыв пуллашсан вaл медицина профессийe хaйне питe килeшнипе Шупашкарти И.Н.Ульянов ячeллe чaваш патшалaх университетне çул тытнa. Кунти медицина факультетeнче 1972-1978-мeш çулсенче aс пухнa, унтан пeр çул хушши, интернатура вaхaтeнче, Козьмодемьянск хулинчи тeп больницaра вaй хунa.

Тaван кeтес яланах хaй патне илeртет çав, алла диплом илнe хeр те чунe туртнипе тaван енех таврaннa. Çавaнтанпа eнтe, тeрeсрех 1979 çултанпа, Галина Григорьевна районти тeп больницaра терапевтра тимлет, район çыннисене тeрлe чир-чeртен сыватать, консультаци парать. Хальхи вaхaтра вaл районти вaрман леш енчи ял çыннисене тата Атнарта пурaнакансене сaнаса тaрать. Ун патне чирлисем кaна мар, медицина тeрeслевe витeр тухакансем те кeре-кeре тухаççe. Кабинетра ларнипех eç пeтмест-ха, эрнере пeр-икe хутчен ялсене те тухма тивет.

"Халe диагноз лартас eç самай çaмaлланчe. Рентген, УЗИ аппарачeсем районтах пурри, çавaн пекех опытлa специалистсемпе канашлама май пурри eçе хaвaртлатать те çaмaллатать.

Малтанхи çулсемпе танлаштарсан, онкологи чирeпе, çавaн пекех юн пусaмe пысaк пулнипе аптaракансем йышлa. Хeллехи вaхaтра ытларах гриппа чирлеççe. Хам сaнаса пaхса тaракан участока илсен, çурри ватa çын шутланать. Аслa aру çыннисен сывлaхe вара час-часах хавшать. Çамрaксен те чирлемесeр пулмасть. Анчах та нумайaшe вaхaтра больницaна пулaшу ыйтма килменни пaшaрхантарать, чир вaраха кайсан кaна сывлaх пирки шутлама тытaнаççe. Уйрaмах ялсенче тeпленнe хeрарaмсен хaйсен сывлaхe пирки шутлама вaхaт çук. Мaшaрe кaшт та пулин укçа eçлесе илес тесе аякка тухса кайнa-тaк, çуллахи вaхaтра унaн пeр канaç та çук: уттине тумалла, ачисене пaхмалла, пахчара вун-вун eç пурнaçламалла... Йывaр eç хeрарaмaн черчен хул пуççийe çине тиенет, вeсем хaйсене шеллемесeр пур eçе те пурнaçлаççe. Çитменнине выльaхне те тупaш илес тeллевпе чылай тытаççe. Пурне те aнланмалла, анчах та сывлaх валли вaхaт уйaрманни – хамaра сиен кÿниех. Çакна пурте aнлансан тем пекехчe. Сывлaхран хакли нимeн те çук тесе питe тeрeс каланa-çке", – пeлтерчe хaйeн шухaшне пурнaçне çынна сыватас eçе халалланa Г.Смирнова.

Н.ПЕТРОВА



21 июня 2011
10:42
Распечатать
Поделиться