Пресс-центр

ШУР ХАЛАТЛA ТУХТAРСЕМ, КУЛЛЕНЕХ ПОСТРА ВeСЕМ

Çулленех Раççейре çeртмен виççeмeш вырсарникунeнче медицина eçченeсем хaйсен уявне паллa тaваççe. Кaçал савaнaçлa мероприяти районта çeртмен 16-мeшeнче, Патaрьелeнчи культурaпа кану центрeнче пулчe. Гиппократ тупине тунисене район администрацийeн пуçлaхe Н.Глухов саламларe.

– Сирeн уяв – пeтeм халaх уявe, эсир этеме чи хаклине – сывлaх парнелетeр. Çын сывлaхe эсир профессине юратнинчен, eçе мeнле яваплaхпа пурнaçланинчен килет. Сирeн ыр кaмaллaхaр, хeрхенeвeр хaш чух чи паха эмелсенчен те лайaхрах сиплет. Гиппократ тупине шанaçа кaларнaшaн пысaк тав сире, – терe Николай Иванович медицинaра вaй хуракансене aнaçусем сунса. Eçтешeсене Патaрьелeнчи тeп больницaн тeп врачe Н.Тинюков та aшa сaмахсем каларe. Уявра çавaн пекех eçре палaрнисене Хисеп грамотисемпе, Тав ху-чeсемпе чысларeç. Культурaпа кану центрeн артисчeсем тата Патaрьелeнчи искусство шкулeнче вeренекенсемпе педагогсем хaйсен пултарулaхeпе савaнтарчeç. Юхмапа Пaла тaрaхeнче пурaнакансен сывлaхeшeн 73 врач, 341 вaтам сыпaкри медицина eçченe, 278 кeçeн тата ытти персонал, тава тивeçлe 5 тухтaр, аслa категориллe 15 врач тaрaшаççe. Вaтам сыпaкри медицина eçченeсенчен 109 – аслa, 144 – пeрремeш, 7-шe иккeмeш категориллe. 2010 çулта 7 çамрaк специалист вaй хума тытaннa, вeсенчен иккeшe – врач-интерн. Пeлтeр сиплевпе профилактика учрежденийeсен базисене çирeплетессипе нумай eç тунa. Реанимаци, инфекци уйрa-мeсене, клиникaпа диагностика лабораторине тeпрен юсанa. Патaрьелeнче пeтeмeшле практика врачeн вуннaмeш уйрaмне уçнa.

Медицина eçченeсем кашни çулах тeрлe конкурса хутшaнаççe. Кaçал республикaра иртнe “Професси тeлeшeнчен чи ла-йaххи” конкурсра “Васкавлa медицина пулaшaвeн чи лайaх фельдшерe” номинацире васкавлa медицина пулaшу уйрaмeн фельдшерe Лилия Манзуркина тата “Сестрасен тeпчевe: актуаллaх, aслaлaх, практика пeлтерeшe” номинацире пeтeмeшле практика врач уйрaмaн медсестри Елена Александрова лауреат пулнa. Вaрманхeрри Шaхалeнчи фельдшерпа акушер пункчeн заведующийe Мария Матвеева “Чaваш Республикин тава тивeçлe eçченe” хисеплe ята тивeçнe.

О.БЕЛЬДЕКОВА



23 июня 2011
15:32
Распечатать
Поделиться