Пресс-центр

СИСТЕРСЕ EЛКEРЕЙМЕСЕН

Диетологсем организм выçлaхe патне илсе çитерекен диетaсене хирeç пулнине пeлтереççe. Ытлашши килограмм хушасси та çакaнпах çыхaннa. Специалистсен ытти сeнeвeпе паллаштаратпaр.

1.Апата васкамасaр чaмламалла - çапла çирeплетеççe авалхи тухтaрсем. Асaннa йeркепе яппун тeпчевçисем те килeшеççe. Апатланассин хaвaртлaхe ытлашши йывaрaшпа тата тaранaç туйaмeпе тачa çыхaннa. Мeн чухлe хaвaртрах апатланатпaр - ытлашши килограмсем пухас хaрушлaх çавaн чухлe пысaкрах: хeрарaмсен - 50 процент, арçынсен - 84 процент. Сaлтавe вар-хырaм пуç мимине тaранни çинчен систерсе eлкeрейменнипе çыхaннa. Çавaнпа хытa апат шeвеличчен чaмламалла. Вeтетнe апат сeлеке ферменчeсен витeмeпе çaвартах ирeлме тытaнать. Васкаса чaмласа çaтса янa апата ирeлмешкeн вaй-хал та, вaхaт та ытларах кирлe. Лайaх чaмланa апат организма усaллa япаласемпе, микроэлементсемпе пуянлатать, хырaм выçнa туйaм та хaвaртрах иртет.

2. Апат вaхaчe - сaваплa самант. Столовaйeнче, тeпелте вaрçaнма, ятлаçма, сасса хaпартса калаçма, кeвeçме юрамасть. Апатланмалли сeтел хушшинче пeр усал сaмах та каламалла мар. Çeкленÿллe кaмaл апата ирeлтерме пулaшать, пусaрaнчaклaх aна пaчлантарать. Çапла майпа ытлашши килограмсем пухaнаççe, кaмaл япaхланать.

3. Кирек епле eçе те вaй хурса пурнaçлатпaр. Çын пeр вaхaтра пeр eçпе кaна тaрмашма тивeç. Çавaнпа апатланнa чухне тата ун хыççaн нимeн те тумалла мар. Кaнтaрлахи апат хыççaн тÿрех eçе кÿлeнни вар-хырaмшaн сиенлe: апат кирлe чухлe ирeлсе пeтеймест. Тулли хырaмпа пуç мими те шухaшлама «кахалланать», мeншeн тесен пeтeм вaй-хал апат ирeлтерес eçе хутшaнать. Йывaр eçре вaй хуракансен те палaртнa вaхaт вeçленсе пынa чухне тин столовaйне чупма кирлe мар. Организмaн 30 минут та пулин канса илмелле. Шaпах çак тапхaрта вaл «eç йeркине» улaштарса, апат ирeлтерекен сeткенсене аталантарса eлкeрет.

4. Сывa апатлану тытaмe 4 пайран тaрать, вeсен хушши 4 сехетрен ытла пулмалла мар. Сeтел хушшине кулленех пeр вaхaтра ларма тaрaшмалла. Талaкри апат рационe çапла майпа йeркеленет: ирхи апат - 25 процент, кaнтaрлахи апат - 35 процент, кeçeн кaнтaр апачe - 15 процент тата каçхи апат - 25 процент /сaмах май, çывaрма выртиччен 3 сехет маларах çимелле/. Çак йeркене организм хaнaхса çитет те апатланмашкaн маларах хатeрленсе тaрать.

Алина ЛУКИЯНОВА



23 июня 2011
15:33
Распечатать
Поделиться