Пресс-центр

Йышлa cемьесемпе тaлaхсене витeмлe пулaшу кeтет

Чaваш Республикин пиллeкмeш суйлаври Патшалaх Канашeн депутачeсене хальхинче черетсeр иккeмeш сессие ырa пулaм пухрe. Кун йeркине те aна пeрремeш пунктпа кeртнe - «Ачаллa çемьесене паракан патшалaх пулaшaвeн хушма мерисем çинчен». Ачасем пирeн пуласлaх тетпeр тeк - урaхла пулаймe те. Сaмах - республикaри амaшeн капиталe çинчен. Унaн виçи - 100 пин тенкe. Пысaк ÿсeм темелле мар пек, анчах виççe е ытларах ача ÿстерекеншeн вaл - витeмлe тeрев. Ун пек пулaшaва республикaри икe пине яхaн çемье илсе тaрать. Çак тeллевпе 2015 çултан усa курма бюджетра 165 млн тенкe кирлe пулe. Кашни çултан - 40-шер млн тенкe. Ытти - демографи тaрaмe лайaхланнипе йышлa çемьесен шучe ÿссен усa курмалли. Кeскен каласан - малашлaха пaхса. Патшалaх пулaшaвeн виçe тeллев: амaшeн пенсийeн пухaнса пыракан пайне пуянлатасси, пурaнмалли çурт-йeр условийeсене лайaхлатасси, ачасене вeрентсе пeлÿ парасси. Чaваш Республикин сывлaх сыхлавeн тата социаллa аталану министрe А.Самойлова асaннa ыйтaва кун йeркине ахальтен кeртменнине, çапла тума пурнaç хистенине çирeплетрe. Депутатсем Алла Владимировнaн сeнeвне aнланса йышaнчeç: тÿрлетÿсен таблицине шута илсе иккeмeш вулавпа сасaласа юридици вaйне пачeç.
Кун йeркинчи çиччeмeш ыйту та ачасемпех çыхaннa. Республикaри 463 ачан ашшe те, амaшe те, ытти тaванe те çук. Хaр тaлaхсене патшалaх пeчченлeхе хaвармасть, пурнaç çулe çине тaракансене вeренме, eçлеме, пурaнма майсем туса парать. 463 ачаран 350-шe хaтлa хваттер хуçин харпaрлaхçи пулса тaни те халe çеç каланине аван çирeплетет. Çав хваттерсенчен чылайaшне /тeрeссипе - 170-шне/ юсаса хaтлaлатмалла иккен. Кaçал çак тeллевпе 8, 860 млн тенкeпе усa курeç. Сaмах май, депутатсем çакaн пек сумма кашни çулах уйaрма килeшрeç.
Парламентарисем Чaваш Республикин ертÿçин ячe улшaннa май хaш-пeр саккун актне улшaнусем, республикaри муниципалитет службин саккунне хушaмсем кeртрeç, Патшалaх Канашeнче професси шайeнче eçлекен депутатсен шутне палaртрeç, Чaваш Енeн патшалaх наградисен статусeсене тишкерсе пахаларeç, Патшалaх Канашeн Эксперт канашeн йышне çирeплетрeç.

Источник:  gov.cap.ru



24 февраля 2012
14:04
Распечатать
Поделиться