Пресс-центр

Педиатри службин ларaвeнче («Сельский труженик (Ял ecченe)», Янтиково )

Шупашкарти ача-пaча клиника больницинче Чaваш Енри Роспотребнадзор специалисчeсемпе педиатри службин ертÿçисем канашлу ирттерчeç.
Çемьери медицинaпа социаллa проблемaсен, ачалaхпа ачалaх пайeн начальникe Н.Емельянова иртнe çулхи eçсем çинчен каласа кaтартрe, кaçалхи тeллевсемпе паллаштарчe.
Пeчeк ачасем пурнaçран ир уйрaлса каяссинчен хaтaлмалли профилактикaллa eçсем пирки республикaри сывлaх сыхлавeпе социаллa аталану министерствин тeп эксперт-педиатрe А.Кириллов доклад турe. Раççей Правительствин Председателe В.Путин та ырaпа палaртнa ку eçе чaвашсенне.
Эпидемиологи надзорeпе санитари хÿтлeхeн пайeн начальникe М.Смирнов республикaри ачасене пeлтeр вакцина туни çинчен каласа кaтартнa, умри задачaсене асaннa.
Сывлaх сыхлавeпе социаллa аталану министерствин медицина генетикин тeп специалисчe Е.Саваскина сайра пулакан чирлe ачасене медицина пулaшaвe парассине мeнле йeркелени пирки каласа кaтартнa. Кaçалхи çула Раççейре сайра пулакан чирсен çулe тесе палaртнa. Нарaс уйaхeн вeçeнче кашни çулах сайра пулакан чирсен кунне паллa тaваççe. Влаç органeсене тата общественноçа чирлекенсен проблемисене ытларах тимлeх уйaрма, умри ыйтусене май килнe таран татса пама ирттереççe aна.
Йaх тaрaх куçса пыракан чирсене 1992 çултанпа шута илеççe республикaра. Сайра пулакан чирлe 128 пациент шутра халь Чaваш Енре. Вeсем çулталaкра пeрререн кая мар врач-генетик патeнче йышaнура пулаççe, вeсем специализацилемен белоклa гидролизатсемпе сипленеççe. Çие юлнa хeрарaмсен хырaмри ачисене те халь тeрлe аппаратсемпе тeпчесех тaраççe. Чир тупса палaртсан вaхaтра тивeçлe мерaсем йышaнаççe.
Тaвай районeнче педиатри служби хaйeн тивeçeсене аван туса пырать. Тин çуралнa ачасен сывлaхне куллен тимлeх уйaратпaр. Тeрлe чир тупса палaртсан вaхaтра пулaшу пама тaрaшатпaр. 2011 çулта районта пeчeк ача пурнaçран уйрaлса кайнa тeслeх пулман.
Источник: http://www.smi21.ru/?mode=publication&publication=987393&p_date=28.02.2012&date=28.02.2012


29 февраля 2012
13:32
Распечатать
Поделиться