Пресс-центр

Халaх пурнaceпе сывлaхe - чи пeлтерeшли («Вести (Хыпар)», Чебоксары )

Нарaсaн 27-мeшeнче Чaваш Ен Пуçлaхe Михаил Игнатьев Ача-пaчан васкавлa хирургийeпе травматологийeн Мускаври наука тeпчев институчeн директорeпе, Раççей Федерацийeн Общество палатин членeпе, медицина наукисен докторeпе Леонид Рошаль профессорпа тeл пулчe. Калаçу вaхaтeнче республикaри сывлaх сыхлавeн тытaмне финанслассипе тата амaшлaхпа ачалaх сывлaхне упрассипе çыхaннa ыйтусене сÿтсе яврeç.
Михаил Игнатьев пирeн республикaра тин çуралнa ачасем вилессин кaтартaвe çeр-шывра чи пeчeкки пулнине палaртрe. Ку çитeнeве ача çуратма палaртнa тапхaртан тытaнса çире пур хeрарaмсемпе теветкеллeх ушкaнeнчи пeчeк ачасене специализациленe пысaк пулaшу парасси таранчченех хeрарaмпа тeпренчeкне медицина хÿтлeхeпе тивeçтермелли ятарлa тытaм тунипе çeнсе илме май килнe.
Республика пуçлaхe ял территорийeсене комплекслa майпа аталантарассипе патшалaх тытса пыракан политика, ялти фельдшерпа акушер пункчeсен, пeтeмeшле практика врачeн офисeсен eçне йeркелени çинчен каласа пачe. “Пирeншeн халaх пурнaçeпе сывлaхeнчен пахи çук”, - терe вaл.
Леонид Рошаль кадрсене ялта çирeплетсе хaварни тата медицина eçченeсен квалификацине ÿстерни пeлтерeшлe пулнине палaртрe.
Ун хыççaн медицина наукисен докторe, Наци медицинин палатин президенчe Леонид Рошаль профессор тата РФ Патшалaх Думин Сывлaх сыхлавeн комитечeн председателeн çумe, “Пeрлeхлe Раççей” фракци членe Сергей Дорофеев И.Н.Ульянов ячeллe ЧПУн культура çуртeнче республикaри медицина общественноçeпе, аслa шкул студенчeсемпе тeл пулчeç. Мероприятие ЧР сывлaх сыхлавeпе социаллa аталану министрe Алла Самойлова ертсе пычe.
Леонид Рошаль eçтешeсемпе пeрле паянхи сывлaх сыхлавeн лару-тaрaвне тата малашлaх тeллевeсене сÿтсе явма хутшaнчe, пирeн республикaна лайaххипе асaнмасaр иртеймерe. “Чaваш Енре эпe пeрремeш хут мар. Çeр айeнчи пуянлaхсемсeр регион экономикaра, сывлaх сыхлавeнче çакнашкал çитeнÿсем тума пултарни ытти субъектсене чaннипех тeлeнтерет. Чaн та, eçeрсем курaмлa: перинаталь центрне уçрaр, федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрe aнaçлa сиплет. Çапах кaмaлсaррисем те пур. Мeнех, ырри патне туртaнатпaр мар-и?”
Леонид Рошаль палaртнa тaрaх - икe пинмeш çулсен пуçламaшeнче Общество палатине туса хуни пeлтерeшлe пулчe, унта çeр-шыв ертÿçисемпе тeл пулма, ыйту пама, сeнÿ тaратма май килет. “Общество палатине хутшaнни патшалaх ертÿçисене сывлaх сыхлавне укçапа çителeксeр тивeçтерни пирки пeлтерме пулaшрe. Унaн пeтeмлетeвe - “Сывлaх” наци проекчe кун çути курчe, медицинaра пуçламaш сыпaка упраса хaварма пултартaмaр. Ансaр специалистсен социаллa ыйтaвeсене татса паман-ха, ку енeпе малалла eçлемелле, - терe профессор. - 2008 çулхи кризисра та иртнe eмeрeн 90-мeш çулeсенчи шая анса лармарaмaр. Хушма финанса модернизаци программи тaрaх медицинaна аталантарма хыврaмaр: совет тапхaрeнче те эпир çакaн чухлe укçана тивeçмен. Халe врачсем магнитлa-резонанслa томографпа кaна çырлахмаççe, вeсене компьютер томографe кирлe. Пeрре кaна та мар, иккe таран. Сывлaх сыхлавe çeр-шывшaн хакла ларать, ” - çапла шухaшлать паллa тухтaр.
Леонид Рошаль медицина eçченeсемпе студентсен нумай ыйтaвне хуравларe. Пулас тухтaрсене, сaмахран, вaл ертсе пыракан института интернатурaна лекмелли майсем канaçсaрлантараççe. Сывлaх сыхлавçисен професси теветкеллeхне страхлассипе çыхaннa ыйтупа Наци медицинин палатинче икe енлe страховани йeркелес тeлeшпе калаçусем пыни пирки хыпарларe Леонид Рошаль. Пухaннисем професси вeренeвeпе, шалупа, медицина стажeпе çыхaннa темaсене те хускатрeç.

Источник: smi21.ru



29 февраля 2012
13:41
Распечатать
Поделиться