Пресс-центр

Чарусен тапхарĕ

Правительтво çуртĕнче иртнĕ ларура кăшăллă вируса пула çĕнĕ чарусене пăхăнас ыйтăва тимлĕх уйăрчĕç. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕччен Раççейре канмалли кунсем пулĕç. Кун пирки Владимир Путин Хушу алă пуснă. Унпа килĕшӳллĕн регионсене ку тапхăра маларах пуçлама е тăсма ирĕк панă. Эпидемиологи лару-тăрăвне шута илсе хăш-пĕр муниципалитетсенче канмалли кунсем маларах пуçланма та пултараççĕ. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа республикăра суту-илӳ çурчĕсем, пасар таврашĕсем ĕçлеме пăрахĕç. «Чарусен пĕрремĕш тапхăрĕнчи пекех аптека, апат-çимĕç тата куллен кирлĕ таварсене сутакан лавккасем хăйсен ĕçне тăсма пултарĕç», – палăртрĕç ларура. Кафе тавраш тата ытти апатлану вырăнĕ те çак тапхăрта ĕçе урăхла йĕркелеме тивĕ. Малтан QR-кодпа ĕçленĕ пулсан, чарусен тапхăрĕнче килекенсен апат-çимĕçпе вырăнта сăйланма май килмĕ, ăна туянса килте апатланма сĕнеççĕ. Çÿç касакан, илем кӳрекен вырăнсем, мунча таврашĕсем те хăйсен алăкĕсене хупĕç. Чир-чĕр ытларах сарăлнă 7 район паянхи кун уйрăмах тимлĕхре – Улатăр, Елчĕк, Вăрнар, Элĕк, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски районĕсене маларах та «канмалли» кунсене яма пултараççĕ. Асăннă муниципалитсенче чарусене маларах пăхăнма пуçлĕç. Халĕ пурте чару пирки калакан Хушăва ала пусасса кĕтеççĕ. Çавăн пекех ларура суя QR-кодсемпе усă куракансене тата суя-хӳтлĕх сутакансене явап тыттармаллине палăртрĕç