Пресс-центр

Çие юлнисен те прививка тумалла

Кăшăллă вирус алхассах пырать. Иртнĕ талăкра Covid-19-па 179 çын чирленĕ, 19-шĕ амака парăнтарайман. Чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел – вакцинаци. Хальлĕхе 440 000 çын сыхлăх эмелĕн пĕрремĕш компонентне ăша янă, 420 000 – иккĕшне те. Кăçалхи çурла уйăхĕнчен хĕрĕх чĕрнеллисем те прививка тума пултараççĕ. Хĕрарăм хăйĕн иммунитетне ӳстернипе пĕрлех ачан сывлăхне те çирĕплетет. Пĕр çынра икĕ пурнăç. Эппин, хĕрарăм хăйĕншĕн кăна мар, ача пурнăçшĕн те питĕ яваплă. Çакна кашни амăшĕн асрах тытмалла. Чир-чĕр алхаснă вăхăтра çакна тума, паллах, ансат мар. Амăшĕ чирленĕ пулнипе варти пепкене амак çакланни сахал мар пулнă. Шел пулин те, çавнашкал шăпăрлансен кун çулĕ татăлать. ТАТЬЯНА ДЕРИПАСКО: «Хĕрĕхчĕрнеллисем ача çуратнă хыççăн сывлăх хавшанипе чирлес хăрушлăх пысăк. Шăпах çак вăхăтра вĕсем кăшăллă вируспа çаклатма пултараççĕ». Амакран сыхланмалли чи шанчăклă мел – вакцинаци. Çие юлнă хĕрарăмсене сыхлăх эмелне тухтăрсем 22-мĕш эрне хыççăн ăша яма сĕнеççĕ. Кăкăрпа çитернĕ чухне те прививка тума юрать. «Спутинк-V» вакцина – çамрăк амăшсемшĕн чи витĕмлĕ те хăрушсăрлă эмел пулнине палăртаççĕ шур халатлисем. Чăваш Енре юлашки вăхăтра прививка тунисен шучĕ ӳсет. 100-е яхăн анне пулма хатĕрлекен хĕрарăмсем 22-мĕш эрне хыççăн сыхлăх эмелне ăша янă. Тепĕр çавăн чухлех çие юлнине пĕлмесĕр прививка тунă. Çапах та чылай амăшĕ çак утăма хатĕр мар иккен. – Çук. Эпĕ прививка туман. Тумалла е тумалла мар-и хальлĕхе шутлатăп. Пире валли вакцина хăрушă пулманние çирĕплетсен тума хирĕç мар. Пандеми тапхăрĕнче 800-е яхăн йывăр хĕрарăм кăшăллă вирусран сипленнĕ. Вĕсем пурте амакран йывăррăн сывалнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министерствин тĕп акушер-гинекологĕ Татьяна Дерипаско пĕлтернĕ тăрăх, икĕ хĕрĕх чĕрнеллине тухтăрсем пулăшайман. Вĕсен пĕтĕм ӳпки шыçнă пулнă. Сыхлăх эмелне ăша ямалла е çук – кашни амăшĕ хăй татса парать. Çапах та тухтăрсен сĕнĕвне те шута илмелле. Алексей Зотиков, Надежда Макашина, Георгий Кривошеин