Пресс-центр

Операцисенче ăсталăха туптаççĕ

Медицина тытăмĕ аталанса пырать. Унпа пĕрле тухтăрсен ăсталăхĕ те. Республикăри ача-пăча клиника больницинче çак эрнере Мускаври Морозов ача-пăча хула клиника больницин тухтăрĕ, Раççейри ача-пăча хирургĕ, уролог-андрологĕ Олег Шмыров хăйĕн ĕçтешĕсемпе 10 операци ытла ирттерме палăртнă. Роман тата Михаил Архиповсем операци хыççăн вăхăта усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Пĕри кĕнеке вулать, тепри телефонпа тĕрлĕ халап пăхать. Тинех çĕнĕ пурнăç пуçланнă теççĕ вĕсем. Сыватмăшран кăларасса чăтăмсăр кĕтеççĕ. Çуралсанах урологсем вĕсен шăк кăмпи тĕрĕс мар ĕçленине çирĕплетнĕ, операци тума сĕннĕ. Ача садне çӳрекен Мишăна çăмăлах пулман, пĕрмай саппас тум-тир чикме тивнĕ. Шкулта ăс пухакан Роман та физкультура урокĕнче сикме, йывăр йăтма юраман. Халĕ тĕрлĕ йывăрлăх хыçа юлнă тесен те юрать. Вĕсен амăшĕ Ирина операци, сиплев тапхăрĕ ăнăçлă иртсе кайтăр тесе кĕл тăвать. Мускавран килнĕ тухтăра Олег Шмырова тав туса пĕтереймест. Вăл Чăваш Енре эрнипех ăсталăх класĕсем ирттерет. Пирĕн республикăна вĕсем 2017-мĕш çултанпа çулталăка икĕ хутчен килеççĕ. АНАТОЛИЙ ПАВЛОВ: «Хальхинче питĕ нумай операци – 15-16 операци пулать эрне хушшинче». Операци сĕтелĕ çинче Варвара выртать. Вăл çак çут тĕнчене килнĕренпе 1 уйăх та 3 кун. Пӳре чирлĕ пулнипе ăна васкавлă операци турĕç. Мускав тухтăрне Олег Шмырова Чăваш Ен тухтăрĕ Татьяна Костина тата ытти медицина ĕçченесем пулăшрĕç. Лапроскапи мелĕпе усă курса ĕçлеççĕ шурă халатлисем, çавăнпа йывăр çак тапхăр çинчен аса илтерекен çĕвĕсем кĕске юлаççĕ. Кăткăс операцисене чăваш тухтăрĕсем хутшăнса хăйсен ăсталăхне ӳстереççĕ. Малашне вĕсене хăйсем тĕллĕнех тума пултараççĕ. Регина Кубайкина, Георгий Кривошеин