Пресс-центр

QR-код илес текенсен мĕн тумалла?

QR-кодсăр пурăнма пулать-и? Халĕ çак штрих паллисĕр ниçта та каяймăн, нимĕн те тăваймăн. Суту-илÿ центрĕсене, кафесемпе ресторансене, спорт клубĕсене икĕ документпа çеç кĕртеççĕ: вакцина тунине ĕнентерекен е чирлесе ирттернине çирĕплетекен сертификат пулсан. Анчах ку е вăл сертификат çуккисен мĕн тумалла-ха? Çын чирлесе ирттернĕ темелле, анчах ПЦР тест организма вирус лекнинине кăтартман. Антитела пуррине тĕрĕсленĕ, вĕсем нумаййине палăртнă. Анчах хальлĕхе кăна йышăнмаççĕ, саккуна кĕртмен. Эпир шăпах çак ыйтăва уçăмлатма тăрăшрăмăр. Çапла икĕ эрнене яхăн. Анастасия антителăсем пуррине тĕрĕсленĕ теста чӳк уйăхĕн пуçламăшенче илнĕ. Ун хыççăн кăшăл чирĕпе тепĕр хут чирленĕ, ПЦР тест панă, вăл вирус пуррине палăртман. Анчах вăл ку шăпах ковид-19 пулни пирки иккĕленмест: чир паллисем çавсемех: ӳт температури пысăк пулни, вăй çукки, шăршăпа апат тутине туйманни. АНАСТАСИЯ АЛЕКСЕЕВА: «Эпĕ чирленĕ хыççăн сипленме каясшăнччĕ, реабилитаци тухасшăнччĕ, анчах QR-код илейместĕп. Никам та эпĕ чирлесе ирттернĕ тесе йышăнмасть. Пĕтĕм анализсемпе инфекционист патĕнче те пултăм, ку ыйтупа ман пата килмелле мар терĕ». Настя пеккисем нумай. Пульницăсенче тухтăр патне лекес, тĕрĕсленсе сиплев, больница листи илес тесе çынсем сехечĕ-сехечĕпе кĕтсе лараççĕ, черетсем вăрăм. Сывалнă хыççăн Настя антителла пуррине тĕрĕслеттернĕ. Анализне илнĕ хыççăн мĕн те пулин тумаллах тенĕ, хăйĕн историне инстаграмра пичетлесе кăларнă, ыттисенчен пулăшу ыйтнă. Унти хуравсене курсан тĕлĕннĕ. АНАСТАСИЯ АЛЕКСЕЕВА: «Эпĕ ман пата çавăн чухлĕн çырасса кĕтменччĕ, 500 ытла çын çак ыйтупа кăсăкланчĕ. Ман пеккисем питĕ нумай иккен. «Настя, манăн та çавăн пекех», - тесе çыраççĕ. Чирлесе ирттернĕ, анчах кăшăл чирĕ пулнă тесе палăртманнисем çавăн пек йышлăн пулнине пĕлмен те». Шăп çак тапхăрта, тепĕр темиçе кунтанах, республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та антитела шучĕ пысăк пулсан çынсене QR-код памалла тесе пĕлтернĕ, сĕнӳ панă. Республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерстви тата Чăваш Енри Цифра министерстви ун йĕркине, алгоритмне шутласа кăларнă. Федераллă ведомствăсене вĕсене пурнăçа кĕртме ыйтса çырнă. АЛЕКСЕЙ КИЗИЛОВ: «Эпир пĕр эрнере йалт тишкерсе тухрăмăр. Тĕрлĕ ыйту сиксе тухасран çакна аккредитаци тухнă икĕ больницăра тума йышăнтăмăр». Анализ кăтартăвесене илсен тухтăрсен ятарлă комиссине пухмалла, вĕсем пĕрле пациента QR-код парассине татса парĕç. Йăлтах антитела шучĕ мĕн чухлĕ пулнинчен килĕ. Вĕсене пĕтĕм тĕнче тĕслĕхĕпе, виçипе шутлĕç. Хальлĕхе вара çак йышăну пурнăçа кĕриччен - кашни лавккарах чирленине, антитела пуррине, анчах QR-код çуккине ăнлантарма лекет, çапах кашнинчех киле пушă алăпа тухса утма тивет