Пресс-центр

Пархатарлă ĕçре вăй хураççĕ

Чир-чĕр авăрне çакланнă-и, синкерлĕ лару-тăрура аманнă-и – кирек епле самантра та васкавлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекенсем яланах сыхă. Пĕлтĕр пуçласа çак тытăмра вăй хуракансен професси уявне çирĕплетнĕ. Пархатарлă ĕçре вăй хуракансене Чăваш Республикин  Пуçлăхĕ  Олег Николаев та саламларĕ.