Пресс-центр

Аслă ăрурисене прививка тумалла

Сывлăх сыхлавĕнчи пуçламăш пулăшу паракан учрежденисене аталантарма Чăваш Енре 24 санитари автомобилĕ туянма палăртнă. Хальлĕхе çуррине республикăна çитернĕ. Çывăх вăхăтра ыттине кӳрсе килĕç. Вĕсене пурне те район больницисене парĕç. Коронавируса пула паян республикăра 19 класпа техникумсенчи 9 ушкăн дистанци мелĕпе вĕренет, ултă ача садĕнчи 8 ушкăна карантина хупнă. Çак тата ытти ыйтăва паян кăшăллă вирус сарăлассипе кĕрешекен оперативлă штаб ларăвĕнче хускатрĕç.