Пресс-центр

Инкексĕр ачалăх

Çул çинчи аварисенче шар курнă ачасенчен çурри машинăра пулнă. Эппин, вĕсем ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхне пула аманнă е пурнăçран уйрăлнă. Кун пек тĕслĕхсен шутне чакарас тĕллевпе Раççейре «Инкексĕр ачалăх» проект пурнăçа кĕрет, унта халĕ Чăваш Ен те хутшăнать.