Пресс-центр

Сыхлăх шĕвекне пурне те яраççĕ

Кăшăллă вирусран сыхлăх шĕвекне яракансен шучĕ республикăра кунсерен ӳссе пырать, 105 пин çынран иртнĕ. Иккĕмĕш вакцина тутаракансем  - 76 пин ытла çын. Аякри ялсене тухтăрсен мобильлĕ ушкăнĕ тухса çӳрет. Хальхинче вĕсем Патăрьел районĕнче пулчĕç.