Пресс-центр

Донбасри ачасене Чăваш Енре сиплеççĕ

Луганск тата Донецк халăх республикисенче пурăнакан ачасен пĕр ушкăнĕ çуллахи вăхăтне Чăваш Енре ирттерет. Виçĕ эрне сывлăхне çирĕплетеççĕ вĕсем, пирĕн тăрăхпа паллашаççĕ, Украинăри шкул ачисене çиччĕмĕш çул йышăнать Чăваш Ен.