Пресс-центр

Шкулпа сыватмăш çĕнелет

Йĕпреç районĕнчи сыватмăш чăрмавлă обьектсен шутĕнче. Кунта паянхи кун юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ, анчах стационара та тахçанах çĕнетмелле, картиш таврашне тирпей-илем кĕртмелле. Ку ыйтусене Правительство пуçлахĕн çумĕ Алла Салаева вырăна çитсех тишкерчĕ. Вăл çавăн пекех Йĕпреçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш шкулти тĕплĕ юсавпа паллашрĕ.