Пресс-центр

Кăшăллă вирусран сыхламалла

Чăваш Енре иртнĕ талăкра 47 çын кăшăллă вируспа чирленĕ, 54-ĕшĕ  амака çĕнтернĕ, 3-ĕшĕ чире парăнтарайман. Covid-19-тан сыхланмалли чи шанчăклă мел — вакцинаци. Паянхи куна 117 пин çын сыхлăх эмелĕпе усă курнă. Ку палăртнин 20 проценчĕпе танлашать. Вакцинаципе çыхăннă çивĕч ыйтусене тухтăрсем çавра сĕтел тавра пухăнса сӳтсе яврĕç.